Вера Кузьминан чĕри тапма чарăннă

22 Юпа, 2021

98 çула кăшт çеç çитеймерĕ Чăваш АССР тава тивĕçлĕ, РСФСР тава тивĕçлĕ, РСФСР халăх, СССР халăх артистки Вера Кузьмина. Паян унпа яланлăхах сыв пуллашма тивет. К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче 70 çул ытла вăй хунă мухтавлă актриса.

Вера Кузьмина 1923 çулхи чӳк уйăхĕн 16-мĕшĕнче Çĕрпӳ уесĕнчи Енĕш Нăрвашра /халĕ Чăваш Республикинчи Тăвай районĕ/ çуралнă. А.В. Луначарский ячĕллĕ ГИТИСра актер ăсталахне вĕреннĕ.

1947 çулта алла диплом илнĕ хыççăн Вера Кузьмина Чăваш Ене тарăннă. Çавăнтан пуçласа паянхи кунчченех К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче ĕçленĕ, çĕр ытла роль калăпланă: Ульяна Гормова /«Çамрăк гварди», А,Фадеев/, Таня, /«Таня», А.Арбузов/, Цветаева тата Хĕр /«Мещенсем», «Старик», М.Горький/, Надя /«Мĕн-ши вăл телей?», Н.Терентьев/, Нина /«Никита Бичурин», В.Романов/, Марта /«Ту çинчи ăмăрткайăк», Ю.Коженевский/, Кĕтерук /«Кай, кай Ивана», Н.Айзман/, Анисья /«Тĕттĕмлĕх тытăмĕнче», Л.Толстой/, Леди Мильфорд /«Хаярлăхпа юрату», Ф.Шиллер/, Амăшĕ /«Юнлă туй», Ф.Г.Лорка/, Хветура /«Çĕпĕр дивизийĕ», Н.Терентьев/, Сайте /«Хура çăкăр», Илпек Микулайĕ/, Клавье /«Пушар лаши», Н.Трентьев/, Ильинична /«Лăпкă Дон», М.Шолохов/, Амăшĕ /«Çатан карта çинчи хура хăмла çырли», Б.Чиндыков/, Ненила /«Лар, аннеçĕм, юнашар», Ю.Гладких/ тата ытти…

Унăн наградисем: «Мускава хӳтĕленĕшĕн» медаль, Халăхсен Туслăхĕн, 4-мĕш степень «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн», «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденсем, ытти наградăсем. Унăн ячĕ — Чăваш АССР Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхĕн Хисеплĕ кĕнекинче. Вăл — Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ. Вера Кузьминича 2018 çулта Раççей наци «Ылтăн маска» театр премине тивĕçнĕ.

www.hypar.ru Уçă çăл куçсенчи сăн ÿкерчĕк

 

Рубрика: 

Комментари хушас