Вĕсемшĕн конкурс вĕçленмен-ха

1 Çĕртме, 2021

Паян Шупашкарти çул çитмен ачасен социаллă реабилитаци центрĕнче «Атăлçи тăрăхĕнчи ăнăçлă çемье» конкурсăн республика шайĕнчи тапхăрăн çĕнтерӳçисемпе «çавра сĕтел» иртрĕ.

Республикăн тĕп хулинче пурăнакан Александрпа Татьяна Львовсен çемйишĕн тупăшу вĕçленмен-ха. Вĕсем утă уйăхĕнче Шупашкарта иртекен конкурс финалне хутшăнĕç.

Килĕшӳллĕ мăшăр 3 ача çуратса çитĕнтернĕ, 6 тĕпренчĕке хăйсен çунатти айне илнĕ. Львовсем район, республика, федераци шайĕнчи конкурссенче малти вырăнсем йышăнаççĕ. Çула тухсан çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче тĕпленнĕ çемьесемпе паллашаççĕ, çулсем иртсен те вĕсемпе çыхăнăва татмаççĕ.

«Юлашки вăхăтра, тĕнчере усал чир сарăлнине пула, конкурссем сахалрах иртрĕç. Эпир килте ытларах пултăмăр. Çапла майпа пĕр-пĕринпе ытларах çывăхлантăмăр. Пушă вăхăта усăллă ирттерес тĕллевпе фильм ӳкерме пуçларăмăр. Хамăрăн ĕçсене тĕрлĕ пулăмпа, уявпа çыхăнтартăмăр», — туслă çемйипе паллаштарчĕ Татьяна Витальевна. Кам пĕлет, тен, тĕпренчĕксенчен хăшĕ те пулин кинематографи тытăмĕнче хăйĕн вырăнне тупĕ? Эпир вара ăна пысăк экранпа кăтартасса кĕтĕпĕр.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас