"Ял пурнăçĕ" хаçат парнисемшĕн ăмăртрĕç

5 Çу, 2023

Красноармейскинчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн стадионĕнче «Ял пурнăçĕ» хаçат парнисемшĕн çăмăл атлетсен ăмăртăвĕ иртрĕ. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тăшмана çĕнтернĕренпе 78 çул çитнине халалланă.

«Ял пурнăçĕ» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн пĕрремĕш ăмăрту пуçласа 1969 çулта иртнĕ. Юлашки çулсенче пирĕн тăрăхра коронавирус сарăлнине пула çак ăмăртусене ирттермен. Кăçал округри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн дирекцийĕ тата «Хыпар» издательство çурчĕн коллективĕ пĕр шухăшлă пулса ăна малалла тăсрĕç.

Эстафетăна хутшăнакансене спорт шкулĕн директорĕ Сергей Ижутов, округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертÿçи Светлана Григорьева, «Ял пурнăçĕ» хаçат редакторĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Валентина Багадерова саламларĕç, ăмăртура тивĕçлĕ старт илсе финиша ăнăçлă çитме сунчĕç.

Старта чи малтан пуçламăш классенче вĕренекенсем тухрĕç. Сакăр команда тупăшрĕ кунта. Трак вăтам шкулĕн пĕрремĕш команди вăйлăрах та маттуртарах пулчĕ. Кунти 2-мĕш команда иккĕмĕш вырăнпа çырлахрĕ. Виççĕмĕшĕнче — Красноармейски вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем.

5-9-мĕш классенче вĕренекенсенчен 10 команда вăй виçрĕ. Кунта та Трак вăтам шкулĕн ачисем палăрчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче — Мăн Шетмĕсемпе Кĕçĕн Шетмĕсем.

Аслă классенче вĕренекенсем хушшинче Трак вăтам шкулĕн атлечĕсене çитекенни пулмарĕ. Иккĕмĕш вырăнта — Красноармейски, виççĕмĕшĕнче Мăн Шетмĕ вăтам шкулĕн командисем.

Организацисемпе учрежденисен хушшинче пĕрремĕш вырăна округăн ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕн, иккĕмĕшне — округ администрацийĕн, виççĕмĕшне «Яманак» физкультурăпа спорт клубĕн спортсменĕсем йышăнчĕç.

Предприятисем хушшинче вара строительство керамикин «КЕТРА» завочĕн спорт тусĕсем палăрчĕç.

Çĕнтерÿçĕ-командăсене дипломсемпе, медальсемпе, парнесемпе чысларĕç, «Ял пурнăçĕ» хаçатăн сертификатне пачĕç.

Рубрика: 

Комментари хушас