Ялти культура учрежденийĕсенче те спорт секцийĕсем уçĕç
Чăваш Енре спортпа туслисен йышĕ 62 процента çитнĕ. Ку кăтарту пилĕк çулта 12 процент ӳснĕ. Хальхи вăхăтра пирĕн республикăра 705 пин çын сывă пурнăç йĕркине тытса пырать. Çапла пĕлтерчĕç ЧР Спорт министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕнче.
Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăнчĕ. Вăл спорта юратакансен шучĕ пысăкланни кăмăла çĕкленине палăртрĕ. «Пирĕн спортсменсем пысăк турнирсенчен наградăсемпе таврăнни мăнаçлăх туйăмĕ çуратать. Вĕсем çитĕнекен ăрăва спортпа туслашма хавхалантараççĕ. Çитĕннисен яшсемпе хĕрсене ку енĕпе çул кăтартса пымалла. Спорт инфратытăмĕ çултан çул лайăхланать: унта çынсене явăçтармалли мелсем тупмалла. Ăмăртусем ытларах ирттерни те пĕлтерĕшлĕ. Акă йĕлтĕр-роллер трассине хута ярсанах ентешсем лайăх çитĕнӳсемпе палăрчĕç», — терĕ регион ертӳçи.
Спорт министрĕ Василий Петров каланă тăрăх, 5 çулта 110 спорт объектне çĕнетсе ĕçе кĕртнĕ, вĕсенчен 18-шне пĕлтĕр тунă. 2025 çулта Чăваш Енри 388 яшпа хĕр Раççейĕн пĕрлештернĕ командисене кĕнĕ. Пирĕн спортсменсем тĕрлĕ ăмăртура 2338 медаль çĕнсе илнĕ. Яланхи пекех вĕсене стипендисемпе тивĕçтереççĕ, премисемпе хавхалантараççĕ. Пирĕн республикăра спортăн уйрăмах аталантармалли тĕсĕсен йышне ӳстернĕ, унта кĕрешӳ кĕртнĕ.
Кăçал «Земство тренерĕ» программа ĕçлеме пуçланă. 12 специалиста хушма тӳлевпе тивĕçтерме палăртнă. «Çăмăл атлетика — шкула», «Биатлон — шкула» проектсем пурнăçа кĕме тытăнĕç. Республикăри спорт объекчĕсене инвентаризацилеме пуçлĕç. Унта ял-хулари спорт лапамĕсене те шута илĕç. Ялти культура учрежденийĕсенче спорт секцийĕсем уçасшăн. Тĕслĕхрен, библиотекăна шашкăлла-шахматла выляма юратакансем пуçтарăнĕç. Шупашкарта çăмăл атлетика манежĕ тăвĕç, унăн проектне хатĕрлеме тытăннă ĕнтĕ.











Комментари хушас