Новости по теме

18 Раштав, 2015

ÇАНТАЛĂК ÇИНЧЕН

Канмалли кунсенче республикăра улшăнса тăракан пĕлĕтлĕ çанталăк пулать, хушăран уяртать, вырăн-вырăнпа юр вĕçтеркелет. Паян, раштавăн 18-мĕшĕнче, кăнтăрла 9 градус сивĕ, каçхине 11 градус сивĕ. Юр вĕçтеркелет. Çил анăçран çеккунтра 2 метр хăвăртлăхпа вĕрет. Çĕр çинчи нÿрĕк - 78 процент. Ыран, раштавăн 19-мĕшĕнче, кăнтăрла - 6, каçхине 14 градус сивĕ. Уяр çанталăк пулать, вырăн-вырăнпа юр вĕçтеркелет. Çил кăнтăр-хĕвеланăç енчен çеккунтра 5 метр хăвăртлăхпа вĕрет. Çĕр çинчи нÿрĕк - 66 процент. Раштавăн 20-мĕшĕнче кăнтăрла - 5, каçхине 7 градус сивĕ пулать. Пĕлĕтлĕ çанталăк пулать, юр çăвать.

17 Раштав, 2015

Пĕр лаптăк та пушă ан вырттăр

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пынипе Чăваш Республикин патшалăх пурлăхĕпе тухăçлă усă курнине тĕрĕслекен патшалăх комиссийĕн ларăвĕ иртрĕ. Çĕр те патшалăх пурлăхне кĕрет. Çулталăк пуçламăшĕнче ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ, анчах усă курмасăр пушă выртакан лаптăксем республикăра 40 пин гектар ытларах тесе пĕлтернĕччĕ. Районсенче тĕплĕн тĕрĕсленĕ хыççăн вĕсем 140 пин гектара яхăнах иккен. Çул хыççăн çул иртет. Çеремленнĕ çĕрпе хăçан туллин тата тухăçлăн усă курма пуçлĕç? Ыйту ларăва пухăннисене çивĕч калаçтарчĕ.

17 Раштав, 2015

Больницăсенче çамрăк тухтăрсене кĕтеççĕ

Паян Шупашкарти "Хула тĕп больницинче" "Çамрăксем - Чăваш Енри ĕç вăйĕ" дискусси иртрĕ. Асăннă медицина учрежденийĕнче чирлисене пахалăхлă медицина пулăшăвĕ парас ыйтăва пăхса тухрĕç. Пĕлтерĕшлĕ çак мероприятие ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин, Чăваш Енри Çамрăксен правительствин пуçарăвĕпе йĕркеленĕ.

17 Раштав, 2015

Ашшĕ-амăшĕ валли - кĕнеке

Раштавăн 14-мĕшĕнче Мускаври «Мастерславль» çемье паркĕнче «Памятки ответственным родителям» кĕнеке презентацийĕ иртнĕ. Вăл ашшĕ-амăшне ачасене тĕрĕс воспитани пама пулăшать. Кĕнекери сĕнÿсене шăпăрлансем хăйсем сĕннĕ. Ăна йывăрлăха лекнĕ ачасене пулăшакан фондпа «Я - родитель» портал пуçарăвĕпе «Ача комитечĕ. Ашшĕ-амăшĕ валли сĕнÿсем» конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе килĕшÿллĕн хатĕрленĕ.

17 Раштав, 2015

Таланцевсен палăкĕ

Шупашкарта Таланцевсене, пиччĕшĕпе шăллĕне, халалласа палăк лартнă. Ăна ыран уçма палăртнă.

Палăка Леонид Белов меценат пуçарăвĕпе ăсталанă. Вăл Зиновий Таланцев бюсчĕ евĕр. Аса илтерер: Таланцевсем XIX ĕмĕрте пурăннă. Вĕсем Чăваш Республикишĕн ырă ĕç нумай тунă. Таланцевсем пулăшнипе вĕренÿ заведенийĕсем уçăлнă, хаçатсем тухнă, учительсен пĕрлĕхĕ йĕркеленнĕ… 1954 çулта ЧР Наци библиотекине вĕсен кĕнеке пуххисене куçарнă. Çавăнпах палăка ун çывăхĕнче çĕкленĕ.

17 Раштав, 2015

Чи илемлĕ яла палăртĕç

Çĕнĕ çул умĕн Чăваш Енре тепĕр конкурс иртĕ. Республикăри ялсен хушшинче «Çĕнĕ çулхи тĕп хула» конкурс йĕркеленĕ. Ăна раштав уйăхĕн 9-мĕшĕнчен пуçласа 2016 çулхи кăрлач уйăхĕн 30-мĕшĕччен ирттереççĕ.

17 Раштав, 2015

Арăм укçипе хăналанмалла-и?

Канаш районĕн сучĕ 46-ри хĕрарăм тĕлĕшпе пуçарнă ĕçе пăхса тухса пăнчă лартнă. Ăна çынна вĕлерме тăнăшăн айăпланă, 3 çул çурăлăха ирĕксĕр хăварма йышăннă.

Следстви тата суд çакна палăртнă: çурла уйăхĕнче Янкăлч хĕрарăмĕ килĕнче упăшкипе пĕрле эрех ĕçнĕ те хирĕçсе кайнă. Мăшăрне вăл кăкăрĕнчен çĕçĕпе виçĕ хутчен чикнĕ, чĕринех лектернĕ. Арçын унăн укçине тăкаклани, эрех туянса юлташĕсене хăналани килĕшмен арăмне. Медицина пулăшăвне вăхăтра панипе кăна арçын вилĕмрен çăлăнса юлнă.

16 Раштав, 2015

Шупашкарти Ача-пăча пултарулăх çурчĕ пысăк наградăна тивĕçнĕ

Чÿк уйăхĕн 27-29-мĕшĕнче Питĕрте "Пуласлăх шкулĕ" IV Пĕтĕм Раççей вĕренÿ форумĕ иртнĕ. Форумра "Раççейри хушма пĕлÿ паракан чи лайăх 100 организаци" конкурса пĕтĕмлетнĕ. Вăл - обществăн хушма вĕренÿ хутлăхĕнчи чи сумлă наградисенчен пĕри.

Асăннă конкурсра Шупашкарти Ача-пăча пултарулăх çурчĕ лауреат ятне илнĕ, "Раççей хушма вĕренĕвĕн чи лайăх 100 организацийĕ" ылтăн медале тивĕçнĕ. Пултарулăх çурчĕн директорне Елена Воробьевăна "Çулталăк директорĕ - 2015" хисеп паллипе чысланă.

Pages