Операцире мăйри хĕресе хывмаççĕ

Муркашра çуралса ÿснĕ вăл. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн каччă И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра ăс пухнă. Педагог-психолог дипломне илсен тăван районĕнче культура тытăмĕнче тăрăшнă. Час-часах чиркĕве çÿренĕ. 2003 çулта Муркаш çыннисем ăна чиркÿ канашĕн председательне суйланă. Каярахпа дьякон, священник ячĕсене илнĕ. Тĕн училищинчен вĕренсе тухнă. Муркаш районĕнчи — Оринин, Улатăр районĕнчи — Эйпеç, Етĕрне районĕнчи Шемер чиркĕвĕсенче ĕçленĕ.

Калаçу Элĕк районĕнчи Шĕмшешри Виç ипостаçлă таса Турра, Çулавăçри Чăн Таса Турă Амăшĕн «Смоленская» сăнне асăнса лартнă чиркÿсен настоятелĕ Николай Морозов протоиерей пирки пырать. Выла тăрăхĕнче Николай аттене хисеплеççĕ.
Николай атте тăрăшнипе Шупашкарти çĕнĕ кăнтăр районĕнчи ача-пăча медицина центрĕнче кĕлĕ пÿлĕмне хута янă. Кашни эрнерех Николай Морозов протоиерей кунта çынсене йышăнать, сиплене-кен ачасен палатисем тăрăх çÿресе кашнинпе уйрăммăн калаçать, кирлĕ пулсан, Турă ÿчĕпе юнне сыптарать. Николай атте час-часах ашшĕ-амăшĕпе тĕл пулать, чиртен сипленме пил парать. Сăмах май, ку центрта операци пÿлĕмне кĕнĕ чухне мăйри хĕресе хывтармаççĕ.
Паллиативлă уйрăмра йывăр чирлĕ ачасем сипленеççĕ. Протоирейпа унта кĕме тÿр килчĕ. Рим-ма Ивановăн хĕрĕ — вунă уйăхра. Тин çеç капельница айĕнчен тухнăскер макăрмарĕ, алли-урипе тапкалашса выртрĕ. Николай атте пепкене сыптарчĕ, амăшĕ ыйтнипе сывă тепĕр ача çуратма пил пачĕ. Пачăшкăна кунта ыр кăмăллăх сестрисем пулăшаççĕ.
Кĕлĕ пÿлĕмне Надежда Николаева логопед чупса килчĕ. Николай аттерен пулăшу ыйтать. Пĕлĕшĕ виççĕмĕш хутран асфальт çине ÿкнĕ иккен. «Ман кĕлĕ çителĕксĕр. Тăванĕсем те инкеке çăмăллатма ыйтчăр, çичĕ чиркÿре пулса асăнтарччăр, пĕр вăхăтрах кĕлĕ туччăр», — терĕ Надежда Ивановнăна.
«Тăхăр çула яхăн вăй хуратăп кунта, — каласа парать Николай атте. — Мĕн кăна курмарăм-ши? Акă пĕрисем типĕ вăхăтĕнче ĕçкĕ тунă, çав каçах ачи аптăраса ÿкнĕ. Питĕ йывăр туяканскере реанимацие илсе килчĕç. Ăна сыптарнă хыççăн ачана вăй кĕчĕ тейĕн, тепĕр эрнерен больницăран сывалса тухрĕ».
Николай атте урăх ĕçре те тăрăшма пултарнă. «Мĕн пĕчĕкрен Турра юратса ÿсрĕм. Эпир çитĕннĕ вăхăтра вăл хушнине уççăн пурнăçлама хăранă. Апла пулин те чиркÿсене вăрттăн çÿреме тăрăшаттăм, православи литературине вулаттăм. Çÿл хуçасăр, чиркÿсĕр пирĕн пурнăç йĕркеллĕ мар. Çаксем пирки питĕ нумай шухăшларăм, çак яваплă çул çине тăтăм. Халĕ ку ĕçсĕр пурăнаймастăп та. Турăшăн ĕçленинчен пахи нимĕн те çук. Çывăрса тăрсан, сăмахран, ирхи кĕлĕ тăватăп. Сехет çурă пĕр самант пек хăвăрт иртсе каять. Кĕлĕ тунă чухне пĕрре те ывăнмастăп. Ирхи, каçхи кĕлĕсене çĕр çинче пурăнакан, православи тĕнне тытса пыракан кашни çыннăнах вуламалла. Литература халĕ нумай. Хăть те хăш чĕлхепе çырнине суйла. Никама та япăххине сунмалла мар. Çын çинчен калаçни питĕ пысăк çылăх», — ăнлантарчĕ Николай атте. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Ирина ПЕТРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.