Пичет çурчĕ тĕлĕнчи каçмăш - вăхăтлăх

28 Çурла, 2014

Çак ыйту чылайăшне калаçтарать, пăшăрхантарать, тавлаштарать. Сăмахăм Шупашкарти Иван Яковлев проспектне çĕнетсе анлăлатнă хыççăн общество транспорчĕн «Пичет çурчĕ» чарăнăвĕнчи çул урлă каçмăш çинчен. Тĕрĕсрех - ăна хупни, карта тытсах икĕ пая уйăрни пирки.

Хăй вăхăтĕнче çул-йĕр ăстисем кăларса тăратнă чăрмавсене Пичет çурчĕпе издательствăра, пĕрремĕш типографире, База тăкăрлăкĕнче вырнаçнă организаци-учрежденире тăрăшакансем, электромеханика колледжĕнче вĕренекенсем чăтăмлăн тÿссе ирттерчĕç. Малашне хăйсене тата çирĕпрех тĕрĕслев кĕтнине пĕлмен-çке вĕсем. Мĕнле шухăш-тĕллевпе çакăн пек йышăну тунă-ха хула администрацийĕ?

Çак пулăма ирĕклĕ блогерсем мĕнле «хак пани» пирки шарламастăп та. Çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнчи ирхине, 10 сехет тĕлнелле, каçмăша тимĕр картапа хупланă хыççăн, халăхăн чунĕнчи «тăвăл» çиеле тухнă теççĕ: ĕçтешсем хула администрацине, общество йышăнăвĕн пÿлĕмне, «ЖКХ тата хăтлăх» МУП дирекцине, прокуратурăна, яваплă ытти ертÿçĕ патне вун-вун шăнкăрав пулнине пĕлтерчĕç.

Тепĕр кун ирхине асăннă вырăнти каçмăшăн варринчи картан виçĕ сыпăкне илнĕччĕ ĕнтĕ. Халăх малтанхиллех, хăнăхнă çулпа çÿретчĕ. Кун пек - меллĕ, ĕç вырăнне тавран çитни мар.

Каçмăша яланлăхах уçрĕç-и е вăхăтлăха кăна-и? Ыйтăва уçăмлатас тĕллевпе хула администрацийĕпе çыхăнтăм. Унтисем уççăн хуравламасăр пире администраци тытăмĕнчи «ЖКХ тата хăтлăх управленийĕ» МУП дирекцине шăнкăравлама сĕнчĕç. Кунтисем каялла «тавăрчĕç»: «Сирĕн ыйтăвăра хула администрацийĕн пуçлăхĕ Олег Ладыков кăна хуравлĕ. Документсем хатĕрлеме хушсан - пирĕнте ĕç тăмĕ...» Хăйĕн ят-шывне пĕлтерме килĕшмен çын шухăшĕпе - çула хупнин сăлтавĕ асăннă чарăнура авари тăтăш пулни, темиçе тĕслĕхре çул çÿрен вилни имĕш.

Çакă чăнлăхпа мĕнле тÿр килнине пĕлес тĕллевпе ЧР Шалти ĕçсен министерствин ÇÇХПИ управленийĕн пуçлăхĕпе Владимир Романовпа çыхăнтăмăр. Владимир Геннадьевич каланă тăрăх - хăрушă инкек кашни чарăнурах сиксе тухма пултарать: «Пичет çурчĕ» чарăнура е водитель тимсĕрлĕхне, е çул урлă каçакан асăрханусăрлăхне пула ун пекки темиçе тĕслĕх пулнă. Светофор ĕçленĕ чухнех. Çула юсаса анлăлатнă тапхăрта та пĕр çын шар курчĕ, унăн пурнăçĕ больницăра татăлчĕ. Тивĕçĕме кура манăн водительсен интересĕсене хÿтĕлемелле, хальхинче эпĕ - çуран çÿрекенсен енче.

Анчах... Медалĕн тепĕр енĕ те пур: пирĕн саккуна тата ГОСТ требованийĕсене пăркаланмасăр пăхăнмалла. Ултă полосаллă /виççĕшĕ - хулана, виççĕшĕ - хуларан/, пысăк хăвăртлăхлă çул çинче эпир вĕсене хальлĕхе пăхăнмастпăр. «МТВ-центр» патĕнче автотрасса айĕнчи каçмăша туса пĕтерсе хута ярсан «Пичет çурчĕ» чарăнури каçмăша хупаççĕ. Вăл - вăхăтлăх...»

 

Юрий СТЕПАНОВ.

М.ИЛЬИНА сăн ÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.