Поэта манмаççĕ
30 Ноября, 2018 | Хыпар | Культура | астăвăм

Куславкка районĕнчи Карачсемшĕн Чăваш халăх поэчĕ Ухсай Яккăвĕ — чи çывăх çын. Кунта унăн мăшăрĕ Мария Ухсай çуралса ÿснĕ, çыравçăсем хăйсен пысăк произведенийĕсенчен чылайăшне те çакăнтах шăрçаланă.
Вĕсемпе çыхăннă кашни саманта паллă тăваççĕ Карачсем. Акă чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче халăх поэчĕ çуралнăранпа 107 çул çитрĕ. Ялти библиотекăра Яков Гаврилович ячĕпе «Тăван çĕр сĕткенĕпе ÿснĕ поэзи» литература каçĕ иртнĕ. Тĕлпулăва паллă çыравçăн хĕрĕ Ольга Ухсай хутшăннă. Ольга Яковлевна вырăнти шкул ачисене ашшĕн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе, пултарулăхĕпе паллаштарнă, ачасем поэтăн «Кĕлпук мучи» поэминчи йĕркесене, ытти сăввине вуланă.
Карачри культура çурчĕн директорĕ Любовь Краскова Яков Гавриловичăн хăйĕн мăшăрне Мария Дмитриевнăна халалланă сăввине чуна пырса тивмелле вуланă. Надежда Михайлова библиотекарь «Кун-çул уттипе» куравпа паллаштарнă. «Хутшăну» клуба çÿрекенсем Ухсай Яккăвĕн сăввипе çырнă «Кÿршĕ каччи» юрра шăрантарнă.

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.