Проектсем ачасемпе çамрăксене çунат сарма пулăшаççĕ

4 Раштав, 2014

Çак кунсенче РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич округри Граждан обществин институчĕсене аталантарма пулăшакан фонд канашĕн ларăвне ирттернĕ. Унта округра çамрăксене патриотизм тата кăмăл-сипетпе ăс-хакăл енĕпе воспитани парас тĕллевлĕ проектсене мĕнле пурнăçланине пĕтĕмлетнĕ.

- Эпир çавнашкал проектсем пуçармалли тĕллев лартнăччĕ. Вĕсем ачасене сывă пурнăç йĕркине тытса пыма, хамăрăн историе, йăла-йĕркене тĕпчеме, лайăх пĕлÿ илме хавхалантармашкăн тивĕç, - тенĕ Михаил Бабич Раççейри предприятисен фондăн попечительсен канашне кĕрекен ертÿçисене пысăк ĕçшĕн тав тунă май.

Пысăк пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăçлама Оборона, Шалти ĕçсен, Спорт министерствисем, Федераци Канашĕпе Патшалăх Думин профиль комитечĕсем, ытти ведомство пулăшаççĕ. Çавна май нумай проекта ăнăçлă пурнăçланă.

Палăртма кăмăллă: çав проектсене Чăваш Енри çамрăксемпе ачасем те хастар хутшăнаççĕ. Калăпăр, «Туриада» спортпа туризм лагерĕнче /Саратов облаçĕ/ пирĕн республика представителĕсем командăсен зачетĕнче мала тухнă. «Гвардеец» оборонăпа спорт лагерĕнче /Чулхула тата Пенза облаçĕсем/ Чăваш Енри 40 ача пулнă, ГТО нормисене пурнăçланă, хăйсен пултарулăхне ытти енĕпе кăтартнă.

Округри çамрăксен Самар облаçĕнче ирттернĕ «iВолга» форумне те Чăваш Енĕн пысăк делегацийĕ хутшăннă: 90 çын 84 проект тăратнă. Вĕсенчен 16-шне форумăн федераци шайĕнчи тапхăрне хутшăнма суйласа илнĕ. Унта пирĕн Никита Веселов, Александр Бачурихин проекчĕсем палăрнă, авторсене Байконура кайса курма путевка парса хавхалантарнă. Раççейпе Китай çамрăксене пĕр-пĕрин патне чĕнсе вĕрентмелли «Атăл-Янцзы» форумра Чăваш Ен хĕрĕ Валентина Захарова 3-мĕш вырăн йышăннă.

«Атăл тăрăхĕнчи Зарница» çарпа спорт вăййинче республика команди 10-мĕш вырăн йышăннă. Шыравçăсен отрячĕсен «Никама та манман» слетĕнче, Киров облаçĕнче йĕркеленĕскерте, Чăваш Ен команди 2-мĕш вырăна тухнă.

Фонд пуçарнипе йĕркеленĕ проектсем татах та пур: кадетсен корпусĕсене пулăшмалли «КаДетство», ачасем валли ирттерекен «Ачалăха тавăрар» тата ыттисем. Çавăн пекех ĕçĕн уйрăм çул-йĕрĕ - «Ылтăн шайба» турнир программипе килĕшÿллĕн округри регионсенче ачасемпе çамрăксен хоккейне пулăшасси. Вĕсем пурте Чăваш Енре çитĕнекен ăрăва тĕрлĕ енĕпе тупăшса аталанма пулăшаççĕ.

К.НИКОЛАЕВ

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.