Пĕр пулнине нимĕн те çитмест

17 Раштав, 2019

Кăçал Улатăр районне кайсан журналистсене Чуварлей ялĕнчи ача-пăча сачĕн физкультурăпа вăйă лапамне кăтартрĕç. Ура айне резина плиткăсем çыпăçтарнă — ÿксен ал-урана мăкăлтамĕç. Хул-çурăма снарядсемпе, хусканусем туса тĕреклетеççĕ. Организма пĕчĕкрен вăйлатни кашниншĕн лайăх. «Чăваш Республикин территорийĕнче вырăнти пуçарăва тĕпе хурса общество инфратытăмĕн проекчĕсене пурнăçласси çинчен» указа кăлариччен кунта ачасен сывлăхне çирĕплетме хăтлă вырăн пулман. Ăна тума республика бюджетĕнчен — 381,9 пин, ял-йыш, уйрăм предпринимательсемпе юридици сăпачĕсем ниме ирттерме 95,5 пин тенкĕ уйăрнă. Паян ашшĕ-амăшĕ ачисем пушă вăхăта усăллă ирттернине пăхса савăнать. Лапам сарлакăшĕ-тăршшĕ 50х50 метр. Унта футболла та выляççĕ.
Кăçал указа пурнăçласа çавнашкал лапам сахал мар — 38 — тунă /ĕçе кĕртнĕ мĕн пур проектăн 6,1%/. Çав шутра Тăвай ялĕнчи хоккей площадки. Ачасене кăна мар, аслисене те хăйĕн патне туртать. Ăна вырнаçтарма ЧР хыснинчен — 1063 пин, вырăнти бюджетран — 145,7 пин, ниме йĕркипе 238 пин тенкĕ кайнă. Райадминистрацин вĕрентÿ пайĕ хоккеистсен районти ăмăртăвне хĕл каçичченех ирттерме палăртнă. Ку чăннипех те лайăх тĕллев.
Тепĕр проекта пурнăçласа Патăрьел районĕнчи Ыхраçырми ялĕнчи вăтам шкул çуртне юсанă. Унта кĕрсе курма тÿр килчĕ. Халĕ ачасем çап-çутă классенче пĕлÿ илеççĕ. Юсава республика бюджетĕнчен — 1808 пин, вырăнти хыснаран — 120 пин, нимелле 1085 пин тенкĕ — самай чылай кĕмĕл — явăçтарнă.
Ыхраçырмисем шкула çĕнетме ЧР Вĕрентÿ министерстви укçа уйăрасса кĕтмен, указпа килĕшÿллĕн шкулсене те юсанине пĕлсен нимелле юсама килĕшнĕ.
«Хыпар» проектсене еплерех пурнăçлани çинчен çулталăк тăршшĕпех пĕлтерсе тăчĕ. Вăл вĕçленсе пынă май ĕçсене пĕтĕмлетĕпĕр. Кăçал 622 проекта /2018 ç. — 251, 2017 ç. — 103/ ĕçе кĕртнĕ. Указ халăха пысăк усă кÿнине халĕ пурте пĕлеççĕ. 2017-2019 çулсенче ăна пурнăçлама 287 хула тата ял тăрăхĕ /98,6%/ хутшăннă. Вăрнар хула тăрăхĕ, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Приволжски, Çĕрпÿ районĕнчи Кăнарпа Михайловка ял тăрăхĕсем хутшăнман. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Юрий МИХАЙЛОВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.