Пурнӑҫа ҫӗнӗрен пуҫлама 85-ре те кая мар

18 Пуш, 2019

Ҫакна сӑмахпа мар, хӑйӗн ырӑ тӗслӗхӗпе ҫирӗплетнӗ Сӗнтӗрвӑрри районӗн Хисеплӗ гражданинӗ, Чӑваш Республикин Патшалӑх премийӗн лауреачӗ Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи Ҫичӗ Пӳртре пурӑнакан Терентий Дверенин.

Терентий Парамонович 8 теҫетке ҫула хыҫа хӑварсан йывӑҫран пуканесем касса кӑларма пуҫланӑ. Ахальлисене мар, ҫиррӗмӗш ӗмӗрти пурнӑҫа сӑнлаканнисене. Паян Ҫичӗ Пӳртсем ӑста, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ 100 ҫул тултарнине сумлӑн паллӑ турӗҫ.

ЧР культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Константин Яковлев шурсухала ЧР Пуҫлӑхӗн ячӗпе Тав Ҫырӑвӗ, алла ҫыхмалли сехет пачӗ. "100 ҫул пурӑнма ӑс кирлӗ",- терӗ пухӑннисене ватӑ. Хӑйне евӗр ҫак ӑстан интереслӗ шăпи пирки "Хыпар" хаçатăн черетлӗ номерӗнче "Республика тантӑшӗсем" ярӑмра тӗплӗнрех вуласа пӗлме май килĕ.

www.hypar.ru

Комментари хушас