Реформăна пĕтĕмлетрĕç. Тĕллевсем палăртрĕç

5 Пуш, 2020

Паян ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев республикăра йăлари хытă каяш /ЙХК/ çаврăнăшне йĕркелессипе çыхăннă ыйтупа канашлу ирттерчĕ.

Ку ĕçе хăш-пĕр вырăнта начар йĕркеленĕ, ăна лайăхлатмалла, унăн усси çителĕклĕ пулманран ЙХК çаврăнăшĕн карттине вăл е ку енĕпе улшăнусем кĕртмелле терĕ. Хытă каяш реформине пурнăçа кĕртме тытăннăранпа /1.10.2018 ç./ тĕрлĕ çăл куçран, çав шутра Чăваш Ен бюджетĕнчен, уйăрнă укçапа нумай ĕç тунине, апла пулин те çынсем кĕтнĕ результатсем тăвайманнине палăртрĕ.

— Пирĕн тĕллев çавнашкал, — терĕ Олег Николаев. — Республика влаçĕн реформăсене тишкерсе çитменлĕхсене уçăмлатмалла, пĕр вырăнта тăпăртатса тăрас мар, пысăк утăмсемпе малалла хăвăртрах каяс тĕллевпе тухăçлă ĕçсен тĕллевне йышăнмалла. Чи кирли: ăна пурнăçлама тытăнсанах ырă улшăнусене çынсем асăрхаччăр. Раççей Президенчĕ Владимир Путин пирĕнтен йăлари хытă каяша уйăрса пухассине, унăн пĕр пайне производствăна явăçтарассине тивĕçтерме ыйтрĕ. Кăçал çак ĕçе те йĕркелесе ямалла.

ЙХК çаврăнăшĕн реформине 2019 çулта еплерех пурнăçа кĕртни çинчен республикăн строительство министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Максимов доклад турĕ. Ăна сÿтсе явма ЧР çут çанталăк тата экологи министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Виктор Косачев, ыттисем хутшăнчĕç.

Канашлура «ООО «МВК «Экоцентр» общество умне тухса тăнă çивĕч ыйтусем тата регион операторĕпе «Управление отходами» обществăна субсиди уйăрма пултарасси» ыйтăва та пăхса тухрĕç. «МВК «Экоцентр» общество ертÿçи Виктор Лагуновский доклад туса хăй ертсе пыракан регион операторĕ укçа-тенкĕ енĕпе йывăрлăха кĕнине цифрăсемпе çирĕплетсе пама тăрăшрĕ. Унăн сăмахĕсем «Экоцентр» тăкакĕсене республика бюджетĕнчен субсиди уйăрса саплаштарма ыйтнипех танлашрĕç. ЧР финанс министрĕн заместителĕ Павел Иванов ыйтăва çавнашкал лартнине ырламарĕ. Олег Николаев та ăна ЧР Патшалăх Канашĕн Шутлав палати, Строительство министерствипе Тариф службисем тишкерсе пĕтĕмлетмесĕр йышăну тума çуккине пĕлтерчĕ.

Канашлăва хутшăннисем хытă каяша уйăрса пухассипе унăн пĕр пайне производствăна явăçтарассине те тĕпчерĕç.

www.hypar.ru

Юрий МИХАЙЛОВ.

Комментари хушас