Республика Пуçлăхне 40 тенкĕпе хуратул тупса параймарĕç...

7 Нарăс, 2015

Апат-çимĕç хакĕсем палăрмаллах ÿсни пирки хаçатра çырсах тăратпăр. Çак ыйту "çÿлтисене" те канăç паманни куçкĕрет. Кĕçнерникун республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти суту-илÿ предприятийĕсенче пулчĕ.

Тĕп пасара çитсен чи малтан çăкăр киоскĕ умĕнче чарăнчĕ. Михаил Васильевич куçĕ умне тÿрех пĕчĕк çитменлĕхсем тĕлпулчĕç, çавăнпа сутуçăсене асăрхаттармасăр чăтаймарĕ вăл. Киоск умĕнчен пăрăнсанах республика Пуçлăхне çынсем сырса илчĕç. Хваттершĕн ытла та нумай тÿлени, хаксем кăмпа пекех ÿссе кайни тата вак-тĕвек ытти ыйтăва хускатрĕç. Пĕр кинеми эмелсем хакланни, хăйне куллен кирлĕ валидол 9-тан 24 тенке çитни пирки куççуль витĕр калаçрĕ. Михаил Игнатьев экономика аталанăвĕн министрне Владимир Аврелькина çак эмелĕн "Фармаци" тытăмĕнчи валидол хакĕпе кăсăкланма сĕнчĕ. Тĕрлĕ ыйту пама именмен халăха: "Пурнăçа лайăх енне улăштармалла, лайăхрах ĕçлеме тăрăшмалла. Качча кайманнисен мăшăрланмалла, çемьене тытса тăма пултаракан арçын тупмалла", - пусарсах каларĕ Михаил Васильевич.

Пасар çывăхĕнче пурăнакансене ял çыннисем сĕт-тăпăрча, пахчаçимĕçе урамрах сутни канăç памасть: çуртсен таврашĕнче вараласа хăвараççĕ-мĕн. "Ача-пăча тĕнчи" енчен утса кĕмелли тĕп çул хĕррипе косметика хатĕр-хĕтĕрĕ сутса тăни те вĕчĕрхентерет çынсене: каç еннелле курупкасемпе картон хутсем выртса юлаççĕ.

Муркаш районĕнчен килнĕ кинеми пасар кĕпе-йĕм, тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕр сутмалли вырăна çаврăннăшăн кулянать. "Вĕсене кунтан хăваласа кăларса ямалла, колхоз пасарĕнче апат-çимĕç кăна пулмалла", - хăй шухăшне палăртать ватă.

"Кунта хамăр патра туса илекен апат-çимĕç ытларах сутмалла, ял çыннисене çул уçса памалла. Пасар директорĕ Сергей Рубцов каланă тăрăх, ялтисем валли пасарта вырăн çитет. Йÿнĕ вырăнсем те пур - 30 тенкĕ çеç тÿлемелле", - уçăмлатрĕ Михаил Васильевич.

Михаил Игнатьев суту-илÿ речĕсен хушшипе çÿренĕ май тăварланă купăста, чечексен хакĕпе те кăсăкланчĕ. Доллар ÿснĕ май, Голландирен илсе килнĕ куçа йăмăхтаракан кĕлчечексем 1,5 хут хакланнă. "Туянаççĕ, чечек аван сутăнать", - пуç усмаççĕ сентре умĕнчи пикесем.

Тăпăрчă хакĕ те интереслентерчĕ Чăваш Ен Пуçлăхне. 180-200 тенкĕпе туянма пулать ăна паян. Темиçешер ĕне усракан Муркаш тăрăхĕн чиперукĕсене Михаил Васильевич тав турĕ, çăмăл мар ĕçре ăнăçу сунчĕ.

Тĕрлĕ апат-çимĕçрен хатĕрленĕ хăйне евĕр "пурăнма кирлĕ карçинкка" патĕнче те чарăнса тăчĕ республика Пуçлăхĕ. Унта кĕрпе, какай, сыр, сĕт, чей, тип çу, çĕрулми, кишĕр, çăкăр кĕрет. Владимир Аврелькин министр каланă тăрăх, октябрьтипе танлаштарсан çав карçинкка 16% ÿснĕ. Михаил Васильевича вара хуратул кĕрпи хакĕ кăсăклантарчĕ. Министр 1 килограмне 40 тенкĕпе туянма пулнине палăртрĕ.

"Пулма пултараймасть. Шыраса пăхăр-ха, тупаятăр-и?" - сĕнчĕ Пуçлăх.

Экономика аталанăвĕн министрĕ пасара йăлтах айăн та çийĕн çавăрттарнă хыççăн хайхи "40 тенкĕ" тесе çырнă хуратул хутаçне, чăн та, тупса килчĕ. Михаил Васильевич та тĕлĕнчĕ, лайăхрах пăхрĕ те - виçи 700 грамм çеç иккен! Министр нимĕн те чĕнеймерĕ, хуратула ăçтан илнĕ - çавăнта каялла леçмелли кăна юлчĕ.

Аш-какай хакĕ тĕлĕнтерчĕ. Нумай пулмасть кăна кĕрсе тухнăччĕ те - йÿнĕ какай ун чухне куç тĕлне пулманччĕ. Кĕçнерникун вара шăмăсăр пăру ашĕ те 300 тенкĕ çеçчĕ. Республика Пуçлăхĕ пырассине пĕлсе цифрăсене ятарласа улăштарман-ши? Мĕнех? Ÿркенмесĕрех хаксемпе кăшт каярах - Пуçлăхсăр - тепре кайса паллашни чăрмантармасть.

Тĕп пасартан тухнă хыççăн Михаил Игнатьев "Магнит" сечĕн Энгельс урамĕнчи пысăк лавккине çул тытрĕ. Шупашкар эрехĕ ыттисенчен чылай йÿнĕрех пулнине ырланă май сĕт хутаçĕсене тытса пăхрĕ. Лавккан хушма хакĕ 3-5% кăна пулин те Чăваш Енри предприятисемех сĕте тĕрлĕ хакпа сутнине палăртрĕ.

Республика Пуçлăхĕ умĕнче лавккана, кунти хаксене, таварсене ытлашшипех мухтакан кинемисем ятарлă клиентсем пекех туйăнчĕç. Михаил Игнатьева кĕтнĕ курăнать кунта.

Трактор тăвакансен проспектĕнчи "Сахарок" лавккари сутуçăсем ăш пиллĕн кĕтсе илчĕç. Тавар туянма килнĕ кинеми хăйĕн карçинккинчи апат-çимĕçпе паллаштарчĕ те чăх туянма укçи-тенки çитейменни пирки каларĕ. Кăштахран çак кинемиех... тин çеç пуснă выльăх ашне илме хирĕç маррине пĕлтерчĕ. Темле ăнланмалла ĕнтĕ кинемие - тин çеç чăх валли те укçи çукчĕ... Михаил Васильевича хăйĕн икĕ пахча пулни пирки, кĕркунне панулмие ниçта чикейменни çинчен те каласа кăтартрĕ вăл. Иртнĕ çул çимĕçе ача çуртне те, реабилитаци центрне те, кÿршисене те кайса панă. "Ытлашши продукцие йышăнакан пунктсем кирлĕ", - хăюллă кинеми хăй шухăшне палăртсах каларĕ. Михаил Игнатьев панулмирен кĕркунне сĕткен ытларах юхтарма сĕнчĕ.

"Лавккасенче ассортимент çителĕклĕ. Чăн та, хаксем тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕ. Çăкăра 21-пе, 17, 18 тенкĕпе туянма пулать. Сĕт те çавнашкалах. Халăха тивĕçлĕ информаци памалла. Ăçта тавар мĕн хак пулнине пĕлсен вăл йÿнĕреххине суйласа илейтĕр", - пĕтĕмлетрĕ юлашкинчен Михаил Игнатьев.

Елена АТАМАНОВА.

ЧР ПА сайтĕнчи

сăнÿкерчĕк.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.