Республика уява хатĕрленет

21 Çĕртме, 2018

Хăнасем -33 регионтан
Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче — Республика кунĕ. Ăна уявлассипе çыхăннă мероприятисене йĕркеленĕ май ЧР Пуçлăхĕ «Праçник — влаçшăн мар, халăх валли» принципа шута илме ыйтнă. Тунтикун иртнĕ канашлура çывхаракан уяв программине тишкернĕ.
Тĕрĕссипе, Республика кунĕпе çыхăнтарнă мероприятисем пуçланнă. Иртнĕ эрнере Чăваш Енре «Росатом» патшалăх корпорацийĕн представителĕсем пулнă. Ятарласа йĕркеленĕ конференцие Чăваш Енри чылай предприяти ертÿçисем хутшăннă, корпораципе çыхăну тытса ĕçлес ыйтусене сÿтсе явнă. Экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин уяв тĕлне çĕнĕ производствăсем уçасси пирки пĕлтернĕ. Чапаев ячĕллĕ завод çĕнĕ йышши мечĕксем кăларма пуçлать, «Çеçпĕл» предприяти çĕнĕ йышши танк-контейнерсен производствине хута ярать.
Çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче тĕп хуламăрти Хĕрлĕ тÿремре «Регионсем — чикĕсĕр ĕçтешлĕх» курав уçăлать. Яланхиллех культура программи те анлă. Чăваш Ене пултарулăх ушкăнĕсем 33 регионтан çитĕç. Болгарирен те хăнасене кĕтеççĕ. Раççейри Чăваш Енри ачасен пĕрлештернĕ хорĕ пулать. Çĕнĕлĕх — арçынсен хорĕ. Ăна Морис Яклашкин ертсе пырать. Хамăр артистсенчен Турецкий хорĕ пек йĕркеленĕскер йышĕнче — 15 юрăç.
Кăçал Республика кунне Красноармейски районĕ йышăнать. Йăлана кĕнĕ мероприятисен йышĕнче — «Раççей çăл куçĕсем», фейерверксен фестивалĕ. Хальхинче пилĕк предприяти тупăшĕ. Хамăрăн çĕршыврисем кăна мар, Казахстанран та килеççĕ. Уяв салючĕ иртнĕ çулсенчи пек 23 сехетре мар, кăшт иртерех, 22 сехетре пуçланать. Тĕп хулари Хĕрлĕ тÿремре кафе-ресторанта праçник вăхăтĕнче сăра, алкоголь сутма чарнă.
Пенси çулне пысăклатĕç
Канашлура пенси ыйтăвне те сÿтсе явнă. Михаил Игнатьев ку тема паян нумайăшне калаçтарнине палăртнă. ЧР Пуçлăхĕ Раççей Правительстви çынсем пенсие каймалли çулсене пысăклатма йышăннин сăлтавĕсене асăннă. Пенсионерсен йышĕ ÿссе пырать, ĕçлекенсен йышĕ вара пĕчĕк. Çынсем пенсие каярах кайни çивĕчлĕхе сирме, ватăсен пенсине /паян çĕршывра унăн вăтам виçи 14,4 пин тенкĕпе танлашать/ çуллен пĕрер пин тенкĕ ÿстерсе пыма май парĕ.
Пенси çулĕсене 2019 çултан тытăнса пĕчĕккĕн пысăклатса пырĕç — çуллен пĕрер çул хушăнĕ. Çапла вара 2028 çул тĕлне арçынсем — 65 çул тултарсан, хĕрарăмсем 63 çула çитсен тивĕçлĕ канăва кайма пуçлĕç. Улшăну 2034 çулта вăя кĕрсе çитĕ. Çав вăхăтрах çăмăллăхлă категорисем пенсие каяссипе çыхăннă унчченхи йĕрке упранса юлать.
Сиплевçĕсен уявĕ
Иртнĕ эрнере Медицина ĕçченĕн кунне халалланă мероприятисем пулчĕç. Професси уявĕпе Михаил Игнатьев та саламланă.
Çĕршывра Чăваш Енĕн сывлăх сыхлавĕ кăтартуллисенчен пĕри шутланать: этем кун-çулĕ вăрăмланать, медицинăн пысăк технологисен пулăшăвĕпе пациентсем ура çине тăраççĕ. «Хальхи вăхăтра Раççей медицини чăннипех хăватлă. Чи ăнăçлă мелсемпе республикăра усă курма тытăннине палăртма уйрăмах кăмăллă», — тенĕ Михаил Игнатьев И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн культура керменне савăнăçлă мероприятие пухăннисене. Чăнах та, сывлăх сыхлавĕн никĕсне çирĕплетеççĕ, сиплевпе диагностикăн хальхи йышши çĕнĕ хатĕрĕсемпе пуянлатаççĕ. Кăçал çак тĕллевсене пурнăçа кĕртмешкĕн 18 миллиард тенкĕ уйăрма палăртнă. Хăватлă техника хăй тĕллĕн нимех те тăваймĕ, унпа ĕçлемешкĕн ăста профессионалсем кирлĕ. Медицинăн ылтăн фончĕ — уява пухăннă ĕçчен те пултаруллă сиплевçĕсем.
Михаил Игнатьев хисеплĕ ветерансене тав тунă. Вĕсем хăйсен ăсталăхне çамрăк ăрăва вĕрентсе хăварнă. Уявра «Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн лидерĕсем» конкурсра мала тухнă Республикăри онкологи клиника диспансерĕн хирурги уйрăмĕн заведующине Сергей Агафонкин онколог тухтăра палăртнă. «Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн 2018 çулхи чи лайăх учрежденийĕ» ăмăртура çĕнтернисем чыслав кубокĕсене тивĕçнĕ.
Халăха мĕн кулянтарать?
Çĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă.
Çĕмĕрлере пурăнакан Надежда Пояндаевăна «Восход» культура керменĕн шăпи кăсăклантарнă. Учрежденире тĕрлĕ клуб пĕрлешĕвĕ, ача-пăча валли кружоксем ĕçлеççĕ, ветерансен хорĕ те пур. Анчах çурт юлашки çулсенче юхăнса çитни хула çыннисене пăшăрхантарать. Михаил Васильевич республикăра культурăпа кану учрежденийĕсене çĕклессипе тата юсаса çĕнетессипе курăмлă ĕçсем тунине палăртнă. Кăçал Çĕмĕрлесен ыйтăвне тивĕçтерсе хулари «Восход» культура керменне тĕпрен юсама бюджетран 8 миллион тенкĕ уйăрнă. «Çурта тĕпрен юсаса илемлетме, хăтлă условисем тума яваплăха туйса ĕçлекен подрядчика палăртмалла», — тенĕ вăл.
Çĕрпÿ районĕнчи Иккĕмĕш Çĕньял старостине Любовь Шароновăна гидротехника сооруженийĕсене хăçан юсама тытăнасси канăç паман. Пăрăх айĕнчи çĕр ишĕлсе пыни çывăхри ялсенче пурăнакансене те пăшăрхантарать. Михаил Игнатьев пĕлтернĕ тăрăх, муниципалитетсенче гидротехника сооруженийĕсене тапхăр-тапхăрпа юсаççĕ. 2018 çулта асăннă районти Чăрăш ялĕ çывăхĕнчи пĕвене йĕркене кĕртме палăртнă.
Куславкка районĕн шăпишĕн кулянакан Олег Корнилов пенсионер ялта фельдшерпа акушер пунктне тума пысăк тĕрев панăшăн тав тунă. Арçын колонофиброскоп çуккишĕн пăшăрханнă. Çавăнпа çынсен сывлăхне тĕрĕслеттерме Шупашкара каймалла. «Медицина учрежденийĕнче çак оборудованипе ĕçлеме специалистсем те, ăна вырнаçтарма пÿлĕм те пур», — тенĕ арçын. Чăваш Ен Пуçлăхĕ ăна шантарнă: çулталăк вĕçлениччен медицина оборудованийĕ больницăра пулĕ. Колонофиброскопа туянмашкăн 1 миллион тенкĕ уйăрнă.
Вăрнар районĕнчи Марина Степановăна Аçăмçырми шкулĕн спорт залне юсасси кăсăклантарнă. Ку шкулта вĕренекенсем Пĕтĕм Раççейри ăмăртусене хутшăнаççĕ, малти вырăнсене йышăнаççĕ. «Физкультурăпа, спортпа туслашма условисене лайăхлатни ачасене çĕнĕ ÿсĕмсем тума хавхалантарĕ», — тенĕ хĕрарăм.
«Бюджетра укçа пăхса хăварнă. Кăçал шкулти спортзала çĕнетмелле», — хуравланă Михаил Игнатьев. Вăл ача-пăчана аталанма, сывлăха çирĕплетме бюджетран укçа-тенкĕ чылай тăкакланине пĕлтернĕ.
Муркаш районĕнчи Çатракасси шкулĕнчи физкультура учительне Родион Григорьева ял хушшипе иртекен Автанкасси — Муркаш — Козьмодемьянск автоçул çинче çутă çукки пăшăрхантарать. Пилĕк ача ашшĕн сăмахĕ тăрăх, Çатракассисем ял тăрăхне хăтлăлатма хăйсем те укçа хываççĕ. «Автоçул ял хушшипе иртет пулсан çутăпа тивĕçтермеллех. 2018 çулта çак ĕçе пурнăçлама укçа уйăрĕç», — тенĕ Михаил Игнатьев. Унсăр пуçне вăл çул çинче йĕркене пăхăнмаллине, ачасене çакăн пирки тăтăшах аса илтермеллине асăрхаттарнă.
Наталия ИВАНОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.