Роль куççульсĕр калăпланмасть

30 Пуш, 2017

Чаршав уçăлать те хупăнать. Кулиса хыçĕнчи пурнăçа театр артисчĕсем кăна лайăх пĕлеççĕ. Куракан умне тухиччен çанă тавăрса ĕçлени, çĕр çывăрмасăр сценари вĕренни çак тытăмра ĕçлекенсемшĕн çеç çывăх. Пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче артистсем Пĕтĕм тĕнчери театр кунне паллă турĕç. Çав кун К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурс çĕнтерÿçисене чысларĕç. Кăçал театр çыннисен пултарулăхне хаклама Мускаври, Ĕпхÿри, Чĕмпĕрти критиксем те килнĕ. «Хĕрарăм рольне чи лайăх калăплакан» номинацире Чăваш патшалăх академи драма театрĕ Владислав Николаев пьеси тăрăх лартнă «Пихампар чунĕ манра» спектакльти Сипет сăнарне калăпланă Эмилия Назарова çĕнтерчĕ. Канаш районĕнчи Вăрманкас Ухман ялĕнче çуралса ÿснĕ артисткăпа репетици умĕн гримеркăра калаçрăмăр. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.