Кун хыççăн кун

15 Утă, 2020

Танк командирĕ

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине Упи ялĕнчен 100 çынна яхăн хутшăннă: вĕсенчен 47-шне вăрçă хирĕнчен тăван ене таврăнма шăпа пӳрмен. Манăн сăмахăм — вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă Пантелеймон Борисов танкист пирки.

15 Утă, 2020

«Укçапа ача-пăча лапамĕ тăвасшăн»

Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев пуçарăвĕпе Чă-ваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнĕ ятпа кашни ял-хулана 100-шер пин тенкĕ пама йышăннă. Укçана ял тăрăхĕсене хăтлăх кĕртме, аталантарма ярĕç. Çав шутра стела, палăк лартма, ача-пăча, спорт, вăйă лапамĕ¬сене тума, культура çурчĕсен, физкультурăпа спорт объекчĕсене йĕркене кĕртме, оборудованисем туянма, пичет продукцине хатĕрлеме те. Июнĕн 25 — июлĕн 1-мĕшĕсенче мĕн пур муниципалитетра проектсене сӳтсе явнă. Пурĕ 1873 проект суйласа илнĕ.

14 Утă, 2020

«Маншăн вăрçă окоп чавма ярсан пуçланчĕ»

Улатăрти тавра пĕлӳ музейĕнче çак тăрăхăн историйĕпе çыхăннă кăсăклă материалсем, документсем, япаласем, сăн ӳкерчĕксем упранаççĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин историйĕн залĕнче пĕлмелли, курса тĕлĕнмелли нумай.

10 Утă, 2020

Велосипедпа ярăнма пĕрле çÿреççĕ

Шупашкарти Турыгинсем 10 çула яхăн пĕрле пурăнаççĕ. Вĕсене юратупа шанчăклăх пĕрлештерсе тăраççĕ. «Çемьере чи кирли — пĕр-пĕрне юратни, шанни, ăнланни. Эпир яланах пĕр-пĕринпе уççăн сăмах ваклатпăр, пăшăрханăва ăшра тытмастпăр. Ачасем те, пире курах пулĕ, нимĕн те пытармаççĕ, хăйсен хуйхи-суйхи пирки каласа параççĕ», — палăртрĕ кил ăшшине упракан Татьяна Владимировна.

9 Утă, 2020

Чулхулари Кремльте

Кăçалхи каникулта аннепе пĕр-пĕр хулана кайса курма ĕмĕтленнĕччĕ. Питĕрте темиçе хут та пултăм. Халĕ асран кайми каникула аякри хулара тунă сăн ӳкерчĕксене пăхса савăнатăп. Пĕлтĕр тата Чулхулана çитсе килтĕмĕр. «Лимпопо» зоопаркра пĕр кун ирттертĕмĕр. Тĕрĕссипе, ку çителĕксĕр пек туйăнчĕ. Чĕр чунсене питĕ юрататăп. Кăçал тепре кайма палăртнăччĕ. Шел, ĕмĕтре кăна юлĕ.

Pages