Вĕрентÿ

19 Нарăс, 2020

«Хĕвеллĕ» микрорайонăн çутă «Пайăрки»

Тĕп хулари «Хĕвеллĕ» микрорайонта пурăнакансем паян тахçанхи ĕмĕтне пурнăçа кĕртрĕç: кунта 250 ача вырнаçакан «Пайăрка» /Лучик/ ача сачĕ уçăлчĕ.

13 Нарăс, 2020

Çăмăллăхсем пĕрешкел пулмалла

Чăваш Ен Правительствин паян иртнĕ ларăвĕнче ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев районсенчен пĕринчен хăйĕн ячĕпе килнĕ ыйтăва та çĕклерĕ — унта ачасене вĕри апат çитерме пăрахнă-мĕн.

13 Нарăс, 2020

«Пирĕн сасă» вĕсене çывăхлатать

Патăрьел районĕнчи 2-мĕш шкулта вĕренеççĕ вĕсем. Шкул хаçачĕ те кăлараççĕ, вĕренÿре те ĕлкĕреççĕ, тĕрлĕ конкурс-олимпиадăра çĕнтерсе палăраççĕ. «Пирĕн сасă» хаçатра тăрăшаканскерсем пĕлÿ çуртĕнче пулакан интереслĕ ĕç-пуç, мероприятисем пирки вулакансене чи малтан çырса пĕлтерме васкаççĕ.

12 Нарăс, 2020

100 çул тĕлне — 100 ытла ача

Республикăри шкулсенче кĕçĕн классенче вĕренекенсен йышĕнче тăван чĕлхепе тата литература вулавĕпе ăс-тăн вăййисем иртнĕ. Чăваш тата тутар чĕлхипе литературине халалланă ăмăртусене тăваттăмĕш класра вĕренекен 103 ача хутшăннă.

7 Нарăс, 2020

«Çĕнĕ хулари» çĕнĕ шкул Атăл тăрăхĕнче чи пысăкки пулĕ

Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев «Çĕнĕ хула» микрорайонта çĕкленекен пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкула

Pages