Потребителе

29 Утă, 2014

Тĕллев пур - ÿсĕм пулатех

90-мĕш çулсен пуçламăшĕнче пирĕн çĕр-шыв чикĕ леш енче кăлпасси кăларакан 5 модуль туяннă. Нимĕçсен «Карфлер» компанин оборудованийĕ чи çĕнĕ йышши пулнă ун чух: пахалăхĕпе те, тухăçлăхĕпе те. Вăл вăхăтра пирĕн лавкка сентрисем çап-çараччĕ. Çынсем Мускавран тулли çыхăпа апат-çимĕç йăтни асран тухман.

25 Утă, 2014

Нумай хaяр - хĕлле валли тaварлар

Утă уйăхĕнче йăран çинчен витрипех пуçтаратпăр симĕс те шатрашка хăяра. Шел те, пирĕн тăрăхра ку вăхăт нумая пымасть. Юрать-ха çуллахи хĕвел парнине хĕл валли хатĕрлесе хумашкăн халĕ тĕрлĕ май пур.

25 Утă, 2014

Пилешĕм, пилеш

Тахçан пилеш сăваплă йывăç шутланнă, касма та юраман ăна. Хальхи вăхăтра чылайăшĕ пилеш усси çинчен нимех те пĕлмест. Çав вăхăтрах пилешре фосфор пулăринчен те ытларах, каротин вара – кишĕртинчен те.

26 Çĕртме, 2014

Пайçăсем хăçан хваттерлĕ пулĕç?

Правительство çуртĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пынипе нумай хваттерлĕ çуртсем тунă çĕре пая кĕнĕ, анчах застройщиксен тимсĕрлĕхĕпе шали-вали ĕçне, чеелĕхĕпе хапсăнулăхне пула инкек тÿсекенсен прависене хÿтĕлес тĕлĕшпе тухăçлă ĕçлеме йĕркеленĕ ушкăнăн ларăвĕ иртрĕ. Ларăва Шупашкар хула администраци пуçлăхĕн архитектура тата хула тăвас ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Анатолий Павлов, застройщиксем, пайçăсем хутшăнчĕç.

Тĕплĕнрех эрне кунхи номерте вуласа пĕлме пулать.

Pages