Ял хуçалăхĕ

19 Ака, 2023

Сĕт хакĕ пăшăрхантарать

Красноармейски округӗнчи Мӑн Шетмӗ тӑрӑхӗнче  Информаци кунӗ иртет.

Ку тӑрӑхра пурӑнакансемпе ЧР вӗрентӳ министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Алексей Лукшин, округ пуҫлӑхӗ Борис Клементьев тӗл пулчӗҫ.
Халӑха сӗт хакӗ чакни пӑшӑрхантарать. Красноармейски округӗн депутачӗсен пухӑвӗн председателӗ Валерий Петров каланӑ тӑрӑх, халӑхран пухакан сӗт тӗпрен илсен типӗтнӗ сӗт тума каять.

5 Ака, 2023

Хăмла производствине аталантарас тĕллевпе

Чăваш Енре хăмла производствине аталантарас тĕллевпе пилĕк енлĕ килĕшÿ çирĕплетнĕ.

«Вăл хăмлапа çыхăннă ятарлă концепцие пурнăçа кĕртме пулăшĕ. Паянхи тĕллев — хăмла производствин центрне аталантарасси, хăмла отрасльне çĕнетесси. Çавăн пекех отрасль валли специалистсене хатĕрлес ĕçе те лайăхлатăпăр», — тенĕ ЧР Пуçлăхĕ.

www.hypar.ru

22 Пуш, 2023

Уя иртерех тухăпăр

Ял хуçалăх предприятийĕсем çуракине хатĕрленеççĕ. Ыйту пысăк пĕлтерĕшлине кура ăна юнкун Министрсен Кабинечĕн ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче те сӳтсе яврĕç.

Ял хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Волкова пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи хĕлле юр-çумăр ытти çулхи вăтам кăтартуран сахалрах пулнă. Çывăх вăхăтра çумăрсем çумалла, «плюслă» температура çирĕпленесси ытти чухнехинчен пĕр эрне маларах пулать. Эппин, çуракине те маларах тухма тивет-тĕр.

31 Çурла, 2022

Типĕ атмосфера аграрисене сиен кÿрет

Чăваш Енре çурла уйăхĕн 31-мĕшĕнчен тытăнса регион шайĕнчи чрезвычайлă лару-тăру режимĕ вăя кĕнĕ. Çакăн çинчен Чрезвычайлă лару-тăруран сыхланас, унăн сиенне пĕтерес тата пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссин юнкун ирхине иртнĕ ларăвĕнче ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев пĕлтерчĕ.

Pages