Ял хуçалăхĕ

2 Çурла, 2021

21,5 центнер — сахал

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикунсерен ирттерекен канашлура паян ĕççи мĕнле пынине тишкерчĕç. Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов палăртнă тăрăх, кăçал вырма пĕлтĕрхинчен пĕр эрне маларах пуçланнă, çавна май пушаннă гектар та нумайрах — тунтикун тĕлне 99 пин гектар çинчи /32% яхăн/ тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене вырнă, пысăк пайне çапса илсе пӳлмене хывнă.

19 Утă, 2021

Агрономсем валли – ятарлă сервис

Раççей ял-хуçалăх банкĕ агрономсем валли пулăшу мелĕсем хатĕрленĕ.

«Свое фермерство» сайтри СкайСкаут сервис «Агроном Онлайн» пулăшу пакечĕ сĕнет. Унпа усă куракан кашни агропредприниматель культурăсем пирки, уй-хирти лару-тăрăва, мĕнрен асăрханмаллине пĕлсе тăма пултарать.

14 Утă, 2021

«Çĕр ĕçĕн культури ӳссе пырать»

Паян Çĕрпӳ районĕнчи Михайловка ялĕн тăрăхĕнче республикăри «Уй кунĕ» курав уçăлчĕ. Кăçал вăл 16-мĕш хут иртет. Унта хутшăнакансене ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев саламларĕ.

4 Çĕртме, 2021

Çыхăнăва татмаççĕ

Çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕнче Красноармейски районĕнче «Чăваш Республикинчи агропромышленноç комплексĕнчи ветерансен союзĕ» общество организацийĕн ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей АРТАМОНОВ, сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир СТЕПАНОВ хутшăнчĕç.

31 Çу, 2021

Пĕлтĕрхинчен ытларах акнă

«Агро-инновацисем» предприятире Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин специалисчĕсем çур аки ĕçĕсенчи пуçламăш пĕтĕмлетӳсене палăртнă.

Муниципаллă районсен администрацийĕсен кăтартăвĕсем тăрăх, республикăри ял хуçалăх организацийĕсенче тата пысăк хуçалăхсенче 203,9 пин га çурхи тырă тата пăрçа акнă. Пĕлтĕр 192,4 пин га çеç пулнă. Çапла майпа кăçал планланинчен те кăштах ирттернĕ.

www.hypar.ru Belama.com сăн ÿкерчĕкĕ

Pages