Спорт

21 Авăн, 2020

Татьяна Акимова спорта таврăннă

Раççей биатлонĕн шанчăкĕ, Чăваш Ен мухтавĕ Татьяна Акимова пысăк спорта таврăннă. Вăл Тюмень хулинче çак кунсенче иртекен çуллахи биатлон чемпионатне хутшăнать. Чăваш Ен Спорт министерствинче çак йĕркесен авторĕ уçăмлатнă тăрăх, пирĕн тăрăхран унта урăх пĕр спортсмен та хутшăнмасть.

7 Авăн, 2020

Пермь марафонĕнчен — кĕмĕлпе

Иртнĕ канмалли кунсенче Кама юхан шывĕ хĕрринче Пермь марафонĕ иртнĕ.

2 кунлăх спорт уявне Раççейри 40 регион спортсменĕ пуçтарăннă. Ăмăрту паллине — «чĕрене» — спортсменсем кăкăр умне çыпăçтарнă — пациентсене коронавирусран çăлакан тухтăрсене çапла тав тунă.

Чăваш спортсменки, тĕнче класлă спорт мастерĕ Алина Прокопьева марафонра «кĕмĕл» çĕнсе илнĕ. Вăл 42,2 километра 2 сехет те 29 минут та 9 çеккунтра чупса тухнă.

7 Авăн, 2020

Дмитрий Борзов — кĕмĕл призер

Авăн уйăхĕн 1-3-мĕшĕсенче Ижевскра шоссе велочупăвĕн Раççей Кубокĕ иртнĕ.

Удмурти тĕп хулинче 3 кун иртнĕ ăмăртура Раççейри чи вăйлă 60-а яхăн спортсмен тупăшнă. Раççей спорт мастерĕ Дмитрий Борзов Чăваш Еншĕн те, Омск облаçĕшĕн те хутшăннă.

Авăнăн 3-мĕшĕнче Дмитрий «критериум» дисциплинăра 58,8 км дистанцире финиша иккĕмĕш чупса çитнĕ, кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ.

2 Авăн, 2020

Ватă çынсем спорт керменне хавхаланса çӳреççĕ

Çĕнĕ Шупашкарти спорт комплексĕнче тивĕçлĕ канури çынсене те курма пулать. Кинемейсемпе мучисем бассейнра ишеççĕ, спортзалта ӳт-пĕве çирĕплетеççĕ, тĕрлĕ лапамра спорт ăсталăхне туптаççĕ.

1 Авăн, 2020

Спорт çемйисем ăмăртнă

Иртнĕ эрнере Шупашкарти «Спартак» стадионта çемьесем валли спорт мероприятийĕ иртнĕ.

Ăмăртăва регионти спорт аэробикин федерацийĕ йĕркеленĕ. Спорт уявĕ кăçал Раççей Президенчĕн грант пулăшăвне çĕнсе илнĕ «Аэробика — ансат! 4-ран 90-ччен!» проектпа килĕшӳллĕн иртнĕ.

Pages