Спорт

25 Авăн, 2021

Спорт уявӗ иртрӗ

Авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче Шупашкарти заливра Пĕтĕм Раççейри «Наци кросĕ» йĕркеленчĕ.
Спорт уявне ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăнчĕ. Коронавирус пандемине пула ка́çал ва́л пыса́ках мар йышпа иртре́.
Старта тĕрлĕ предприяти организацире ĕçлекенсем, министерствăсемпе тĕрлĕ ведомствăра тăрăшакансем, студентсемпе шкул ачисем тата хула çыннисем тӑчĕç. 
13 Авăн, 2021

Суккăррисем футболла вылянă

Шупашкарта суккăррисем валли йĕркеленĕ «Пĕр тан майсем» Европăн клуб чемпионачĕ пĕрремĕш хут иртнĕ.

5Х5 футбол вăййинче 11 команда тупăшнă, вĕсенчен 2-шĕ — хĕрарăмсен. Çĕнтерӳçĕ ятне тивĕçессишĕн Казахстан, Беларуç, Тутарстан, Краснодар крайĕн, Мускавпа Чулхула облаçĕсен командисем вăй виçнĕ.

www.hypar.ru Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ

8 Авăн, 2021

Спортсменсемпе тренерсене преми тÿлессине çĕнĕрен пăхса тухнă

Министрсен Кабинечĕн юнкун иртнĕ ларăвĕнче спорт ыйтăвне те пăхса тухрĕç. Правительство йышăнăвĕпе Олимп, Паралимп, Сурдлимп вăййисене хутшăннă, харăсах Чăваш Ен тата Раççейĕн урăх субъекчĕн чысне хӳтĕлекен спортсменсемпе тренерсене преми тӳлес енĕпе палăртнă чарăва пăрахăçлама йышăнчĕç.

14 Утă, 2021

Олимпиецсемпе мухтанатпăр

Утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче Токиора çуллахи Олимпиада пуçланĕ. Унта Чăваш Ен чысне 4 спортсмен: Владислав Поляшовпа Елена Герасимова /спорт гимнастики/, Сергей Козырев /ирĕклĕ мелпе кĕрешесси/, Анжелика Сидорова /шăчăпа сикесси/ хӳтĕлĕ. Японие тухса каяс умĕн ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев олимпçăсене çитĕнӳпе таврăнма сунчĕ. Вĕсем ВКС мелĕпе калаçрĕç.

21 Çĕртме, 2021

Çамрăк хоккеистсене хатĕрлĕç

А.В. Кочетов ячĕллĕ Чăваш кадет корпусĕнчи регионти хоккей центрĕ пуçласа çамрăк хоккеистсене хатĕрлеме тытăннă.

Пĕрремĕш тренировка çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче иртнĕ. Республикăри районсемпе хуласенчен пуçтарăннă çамрăк хоккеистсем эрне тăршшĕпех ăсталăхне туптĕç. Занятисене «Сокол-2021» команда тренерĕ Денис Систейкин тата «Сокол-2014» вĕрентекенĕ Кирилл Кузнецов ертсе пыраççĕ. Чи хăйне евĕрли — хапхаçăсемпе вăйăçăсене пĕр вăхăтра хатĕрлесси.

Pages