Елчӗк районӗнчи Лаш Таяпа ялӗнче сунарҫӑсен биатлонӗ иртнӗ. Унта "спортсменсемпе" хӑнасем хамӑр республикӑри районсенчен, ҫавӑн пекех Тутар, Мари тӑрӑхӗсенчен килсе ҫитнӗ.
Тупӑшӑва 18 ҫултан аслӑрах сунарҫӑсем хутшӑннӑ. Вӗсен ҫумра паспорт, сунар билечӗ, ШӖМ хӗҫ-пӑшал тытма тата упрама ирӗк пани, сунар пӑшалӗ, йӗлтӗр (сарлакӑшӗ 12 см кая мар), сунарҫӑсен ятарлӑ тумӗ тата сунар йытти пулмалла.
Спортсменсемпе тренерсемшĕн кăмăллă хыпар пур. Вăл регион ертӳçин Çырăвне пурнăçлассипе çыхăннă. Паян Правительствăн пĕрремĕш вице-премьерĕ-финанс министрĕ Михаил Ноздряков ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче Спорт министрĕ Василий Петров пĕтĕм тĕнчери ăмăртусенче пысăк кăтартусемпе палăрнă спортсменсене, вĕсен тренерĕсене тӳлекен премисене ӳстересси çинчен калакан йышăну хатĕрлени çинчен пĕлтерчĕ.
Краснодар крайĕнче маунтинбайк-велокросс енĕпе Раççей Кубокĕн 1-мĕш тапхăрĕ тата Пĕтĕм Раççей ăмăртăвĕ иртнĕ.
Çĕршыври чи вăйлă спортсменсем икĕ кун тупăшнă. Чăваш Енрен спорт мастерĕн кандидачĕ Алексей Анисимов хутшăннă. Вăл В.Ярды ячĕллĕ Олимп резервĕсен 7-мĕш спорт шкулĕнче хатĕрленет. Ăмăртура Алексей 13 пин те 500 метр дистанцие 43 минут та 18 çеккунтра парăнтарнă, 1-мĕш вырăна тивĕçнĕ.