Сывлăх

18 Пуш, 2022

Канса килнĕ укçан 20 процентне тавăрса параççĕ!

Раççейре «Туризм кэшбэкĕ» программăн черетлĕ тапхăрĕ  пуçланчĕ. Çынсем хамăр çĕршыври пансионатсемпе хăна çурчĕсенче тата  санаторисенче   йÿнĕрех хакпа канма пултараççĕ.  Путевка хакĕн 20 процент  яхăнне  5 кунтан  каялла тавăрса параççĕ. Анчах та ку хисеп 20 пин тенкĕрен ытла пулмасть.  Чи кирли – путевкăшăн «Мир» банк карттипе усă курса  тÿлемелле. 

Пирĕн республикăри 13 хăна çурчĕпе санатори те «Туризм кэшбекĕ» программапа ĕçлеме пуçларĕç.  Çак çăмăллăх çу уйăхĕн 1 –мĕшĕччен пулĕ.

17 Пуш, 2022

Текех ковид-госпиталь мар

Республикăра коронавируспа чирлекенсен шучĕ чакса пырать.

Çавна май ковид-госпитальсенчи вырăнсен хисепне те сахаллатаççĕ.  Паянтан Çĕнĕ Шупашкар хулин больници те малтанхи йĕркепе ĕçлеме пуçларĕ. Ковид-стационара пăрахăçланă, больницăри пÿлĕмсене тĕплĕн дезинфекци тунă.  

www.hypar.ru Уçă çăл куçсенчен илнĕ сăн ÿкерчĕк

25 Нарăс, 2022

Малашне уроксем шкултах иртĕç

Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарти, Канашри тата Çĕмĕрлери шкулсенче 5-8-мĕш классенче пĕлӳ илекенсем нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕнчен йăлана кĕнĕ мелпе вĕренме пуçлĕç. Дистанци мелĕпе вĕренесси хыçа юлĕ. Çакăн пек йышăну турĕç паян оперштабăн черетлĕ ларăвĕнче.

Аса илтеретпĕр: нарăсăн 14-мĕшĕнчен пуçласа 1-4-мĕш тата 9-11-мĕш классенчи ачасем шкултах пĕлӳ илме тытăннă. Шупашкарти ачасем кăрлачăн 27-мĕшĕнчен, Çĕнĕ Шупашкартисем кăрлачăн 31-мĕшĕнчен дистанци мелне куçнăччĕ.

21 Нарăс, 2022

Куар-кода çур çуллăха параççĕ

ЧР цифра министрĕ Кристина Майнина тата сывлăх сыхлавĕн министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Алексей Кизилов антителăллă çынсене куар-код парассипе çыхăннă ыйтупа брифинг ирттерчĕç.

ИФА-тест тăвас тесен республикăри 16 лабораторире /вĕсем Шупашкарти, Çĕнĕ Шупашкарти, Канаш, Улатăр, Çĕмĕрле районĕсенчи больницăсенче вырнаçнă/ юн анализĕ памалла. Районсенче пурăнакансен ку ыйтупа вырăнти тĕп больницăсене каймалла. Унта анализ илеççĕ те лабораторие ярса параççĕ. Харпăр лабораторисене те кайма юрать, анчах малтан унти даннăйсене портала кĕртнине пĕлмелле.

18 Нарăс, 2022

Антителăллă çынсене куар-код парĕç

Нарăсăн 21-мĕшĕнчен пуçласа антителăллă çынсене куар-код пама тытăнаççĕ. Кун çинчен ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев коронавирус сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕнче пĕлтерчĕ.

Pages