Сывлăх

31 Юпа, 2022

Республикӑра пурӑнакансен 51% коронавирусран вакцинациленнӗ

Коронавирус ыйтăвĕпе тунтикунсерен ирттерекен каншлусенче пĕр вăхăт калаçу пулманччĕ, ку хутĕнче вара Олег Николаев çак темăна та çĕклерĕ. Вакцинаци пĕлтерĕшĕ çинчен аса илтерчĕ. Ун шучĕпе, инфекцин çурла уйăхĕн варринче, авăн пуçламăшĕнче килсе çапнă черетлĕ хумне республика çăмăллăн тӳссе ирттерни шăпах прививка тутарнă çынсем йышлă пулнипе çыхăннă. Танлаштарма темиçе цифра асăнчĕ: чирĕн 1-2-мĕш хумĕсен вăхăтĕнче куллен 70-80 çын чирленĕ, больницăсенче харăсах сипленекенсен йышĕ 1-2 пин çынпа танлашнă.

5 Çурла, 2022

Коронавируспа чирленисен сывлăхне тĕрĕслеççĕ

Тĕплĕ диспансеризаци программине ыттисем те хутшăнма пултараççĕ

COVID-19-па чирленĕ граждансем валли 2021 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче вăя кĕнĕ тĕплĕ диспансеризаци программи Чăваш Енре сарăлсах пырать.

Pages