Ҫĕнтерӳ паркĕ - Шӑхасан мӑнаҫĕ

26 Çу, 2020

Вĕсен кӑна та мар. Канаш районĕнчи кашни ялах ку парк уҫӑлнишĕн хĕпĕртет. Мĕншĕн тесен Ҫĕнтерӳ паркĕнчи Асӑну стени ҫине ку тӑрӑхри кашни ялти Тӑван ҫĕршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранĕсен ячĕсене, сӑн ӳкерчĕкĕсене вырнаҫтарнӑ. Палӑкне ҫĕнетнĕ, умне чĕрĕ чечексем лартнӑ.

Асӑну стенине12970 паттӑрӑн ятне кĕртнĕ. Ку парка "Пуҫаруллӑ бюджет" программӑпа пурнӑҫланӑ. Ĕҫе Алексей Степанов подрядчик ертсе пынипе пĕр уйӑхрах пурнӑҫланӑ. Брусчатка сарнӑ,тенкелсем вырнаҫтарнӑ, хунарсем,кӑвак чӑрӑшсемпе туйӑсем лартнӑ. Ҫĕнтерӳ паркне Ҫĕнтерӳ кунĕ тĕлне вĕҫленĕ.

"Ҫитес ҫул карта хĕррипе сиреньсем , палӑк умне тюльпансем ытларах лартӑпӑр. Парка уҫнӑ хыҫҫӑн ял сӑн-сӑпачĕ улшӑнчĕ, ҫынсем те лайӑх еннелле ылмашрĕҫ", - терĕ Шӑхасан ял тӑрӑхĕн пуҫлӑхĕ Владимир Руссков. Ҫĕнтерӳ паркĕ чӑннипех сумлӑ, чаплӑ пулса тухнӑ. Чӑваш Енре халиччен кун пеккине курман. "Ҫак парка тума пӳрнишĕн питĕ хĕпĕртетĕп", - пытармарĕ Алексей Юрьевич та. Тĕплĕнрех -" Хыпар" хаҫатӑн черетлĕ кӑларӑмĕнче.

www.hypar.ru

 

Комментари хушас