Сĕтĕн сутлăх хакне хăпартас шанăç пур-и?

5 Çĕртме, 2018

Издательство çурчĕпе çыхăну тытакан хуçалăх председателĕ тĕл пулчĕ. «Хыпар» хаçат сĕт туса илекен ял хуçалăх организацийĕсемпе фермерсене хÿтĕлекенччĕ. Юлашки вăхăтра статьясем сахалланчĕç. Сĕт хакĕ ял çыннине çаплах калаçтарать. «Кăçалхи çу уйăхĕнче республикăри пысăк хуçалăхсене кашни литр сĕтшĕн вăтамран 16,7 тенкĕ çеç тÿленĕ, — тарăхрĕ ертÿçĕ. — Çулталăк каялла 20 тенкĕччĕ».
2017 çулхи çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕ тĕлне кил хуçалăхĕсенчен пуçтарнă сĕтĕн кашни килограмĕшĕн — 15- 17, кăçалхи çĕртмен 1-мĕшĕ умĕн 11-12 тенкĕ кăна тÿленĕ /ЧР Ял хуçалăх министерстви пухнă информацирен/.
Сутлăх хака нумай йÿнетнĕрен çав хуçалăхсем пурте тупăш çулталăк каяллахинчен чылай сахалрах илеççĕ. «Калама намăс: пĕр уйăхра çеç миллион тенкĕ çухатрăмăр. Куççуль юхать. Хăтăрма сăмах юлмарĕ», — терĕ Ком-сомольски районĕнчи председатель.
Тар юхтарса сĕт туса илекенсем ăна пĕлтĕрхи пекех сутаççĕ. Пахалăхĕ те çулталăк каяллахинчен япăх мар. ЧР Патшалăх ветеринари служби мĕн пур харпăрлăхлă хуçалăхсем ăна иртнĕ çулсенче лайăхлатнине çирĕплетет.
Ял çыннисем кăçал сĕтрен илсе çитереймен укçа камсен кĕсйине кĕрет-ши? <...> Суту-илÿ кассăна укçа ытларах кĕтĕр тесе хăйĕн çине утияла туртнăран сĕт-çу завочĕсемпе ял хуçалăх организацийĕсем пĕр хĕрринчен çаралнă.
Асăннă хушăра лавккасем тирпейлекен предприятисене, вĕсем сĕт туса илекенсене продукцишĕн укçа сахалрах тÿленĕ. Хуçалăхсен тÿпи 2017 çулта 25,4-35,6% пулнă, вăл самаях чакнă. Суту-илÿрен утияла ял-йыш енне епле туртса илмелле? Хĕл вĕçĕнче сĕтĕн сутлăх хакĕ чакнине Беларуçран, ытти патшалăхран çĕршыври заводсене типĕ сĕт нумай турттарнипе ăнлантарчĕç. Аграрисем импорта пĕчĕклетсе хамăр чĕрĕ сĕте анлă çул парасса шаннăччĕ. Анчах вĕсен ĕмĕтне çырлахтаракан йышăну кăларасса кĕтсе илеймерĕç. Россельхознадзора ют патшалăхсенчен кÿрекен сĕтпе юр-вар пахалăхне лайăхрах тĕрĕслеме хушрĕ. Паллах, çак хушу импорт калăпăшне пĕчĕклетме май памасть.
РФ ял хуçалăх министрĕн пĕрремĕш çумĕ Джамбулат Хатуов кăçалхи çу уйăхĕн 23-мĕшĕнче ирттернĕ онлайн- конференцире регионсен АПКшăн яваплă ертÿçисене çĕршывра туса илекен «чĕрĕ сĕтĕн сутлăх хакĕ 18 тенкĕрен йÿнĕрех пулма пултараймасть, рынокра хăйĕн вырăнне тупса çирĕпленме тăрăшакан тавар туса илекене хÿтĕлемеллех, сутлăх хака йĕркелесси пирĕн пĕрлехи тĕллев пулса тăрать. АПКшăн яваплă çынсен ăна пурнăçа кĕртессишĕн Раççей Ял хуçалăх министерствин сĕнĕвĕсене туллин пурнăçламалла» терĕ.
РФ хăрушсăрлăх канашĕн секретарĕ, маларах Хăрушсăрлăх службин директорĕ пулнă Николай Патрушев ывăлĕ Дмитрий Патрушев Ял хуçалăх министерствине ертсе пыма тытăнсанах Мускавран регионсене çавнашкал хушу çитерни кăштах та пулин шанăç çуратать. Тен, патшалăх Чăваш Ен пек регионсене пĕрремĕш сортлă чĕрĕ сĕтĕн сутлăх хакне тивĕçлĕ шая хăпартма пулăшĕ? Тулли верси...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.