Сĕве хутлăхĕнчи йăхташсем çинчен
Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленсе тухнă «Чуваши Присвияжья: история и культура» кĕнекере монографи тĕпчевĕсем пичетленнĕ. Вăл Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ «Чуваши в современном мире: история и культура» ярăмпа кун çути парнелекен иккĕмĕш кĕнеке.
Тытăмĕ енĕпе çĕнĕ кĕнеке пĕрремĕшне - «Симбирско-саратовские чуваши» ятлине - питĕ çывăх. Кĕнекере, тĕпрен илсен, Сĕве юханшывĕн хутлăхĕнче /Тутарстан, Чĕмпĕр облаçĕпе Чăваш Республикин районĕсем вырнаçнă/ пурăнакан чăвашсен историне, культурине çутатнă. Унсăр пуçне йăхташсем кунта хăçан тата мĕнле майпа килсе тĕпленнине, вĕсен уявĕсене, йăли-йĕркине, музыкăпа поэзи пултарулăхне, фольклорăн тĕрлĕ жанрне, хуçалăх уйрăмлăхĕсене, халăх зодчествине, тумне тĕплĕн тишкерсе çырса кăтартнă.
Ĕçе автор коллективĕ /этнографсем, музыковедсем, социолог, фольклорист тата чĕлхеçĕ/ пурнăçланă. Материалсене кĕнеке валли архивсенче тата фольклорпа этнографи экспедицийĕсенче пуçтарнă. Кăларăм вĕрентекенсемшĕн, студентсемшĕн, шкул ачисемшĕн, çавăн пекех тăван халăхăн культурипе кăсăкланакан кирек камшăн та усăллă пулĕ.
Н.ГЕОРГИЕВА










