«Шкул пирĕншĕн тăрăшать, пирĕн те ăна пулăшасчĕ»

23 Кăрлач, 2020

Вĕсем тĕрлĕ акцие хутшăнаççĕ, конкурссенче мала тухаççĕ, тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ. Çакăншăн пĕрре те кăмăлсăрланмаççĕ, хавхаланаççĕ çеç — Раççей шкул ачисен юхăмне кĕнисем хастар пурнăçа суйлаççĕ-çке! Шупашкарти РФ Медицина наукисен академийĕн академикĕн С.Н. Федоров ячĕллĕ 31-мĕш шкул ачисем те çак юхăма лекнĕренпе тунсăхлама пĕлмеççĕ. Ялан шыравра пулнăран тата тĕрлĕ мероприятие хутшăнса çитĕнÿсем тунăранах «ШУС МИКС РДШ» волонтер отрячĕ «Добро не уходит на каникулы» Пĕтĕм Раççей конкурсĕнче «Добрый старт» номинацире çĕнтернĕ, гранта тивĕçнĕ. Ку конкурс «Вĕренÿ» наци проекчĕпе тата «Социаллă хастарлăх» федераци проекчĕпе килĕшÿллĕн иртнĕ.

«Ахаль çеç ларман»

Экспертсен хаклавĕ тăрăх «ШУС МИКС РДШ» Раççейри чи лайăх 500 волонтер отрячĕн йышне лекнĕ, 83- мĕш вырăнта. Ачасем ятарлă футболкăсене, наклейкăсене, брелоксене тата «Добро не уходит на каникулы» сăмахсемлĕ кутамккасене тивĕçнĕ. Пĕтĕмпе республикăра 14 отряд /хуларан илсен — 7 отряд/ çак гранта çĕнсе илнĕ.
— Ку проект валли эпир 2018-2019 çулсенче мĕнле конкурс-ăмăртăва е мероприятие хутшăннине çырса хатĕрлерĕмĕр, тĕллевне палăртрăмăр. Пĕтĕмпе çĕре яхăн конкурса хутшăннă эпир икĕ çул хушшинче. Пирĕн команда туслă. Шкул директорĕ Людмила Владимировна та нумай тăрăшрĕ, темĕнле мепроприяти те шухăшласа тупрĕ, — пĕлтерчĕ 9-мĕш класра вĕренекен Таня Яркина.
— Паллах, пирĕн çĕнтерес килчĕ, — калаçăва малалла тăсрĕ 10-мĕш класа çÿрекен Демид Потапов. — Мĕншĕн тесен эпир шкулта ахаль çеç ларман. Тĕрлĕ конкурса хутшăнса çĕнтертĕмĕр. 2018 çулта Раççей шкул ачисен юхăмĕ чи хастаррисене палăртнă чухне «Харпăрлăх аталанăвĕ» номинацире 1-мĕш вырăн йышăнтăмăр. Çак енĕпе эпир республикăра чи лайăх шкул шутланатпăр.
Чăнах та, ачасем мĕн тĕрлĕ конкурсра çĕнтермен-ши! Медик волонтерсен юхăмне йĕркелекен шкулсенчен пĕрремĕшĕ пулнипе те мăнаçланаççĕ вĕсем. Хăйсем хыççăн та çак ĕçе тăсакансем пулччăр тесе кĕçĕннисене тĕрлĕрен ĕç- пуçа хутшăнтараççĕ, хăнăхтараççĕ.
— Грант укçине шкул хăй тытăмлăхне аталантарнă çĕре ярăпăр. Çавăн пекех фотоаппарат тата принтер туянасшăн, волонтер отрядĕнче вĕсем питĕ кирлĕ. Шкул яланах пирĕншĕн тăрăшать, пирĕн те ăна пулăшасчĕ, — терĕ Таня Яркина.

Тĕллевсем

Паллах, грант çĕнсе илни малашне тата тăрăшарах ĕçлеме, çĕнĕ шухăшсене пурнăçа кĕртме хавхалантарать. Светлана Чернова вожатăй отряд малалла мĕн тума па-лăртнипе паллаштарчĕ. Кăрлачăн 27-мĕшĕнчен Кино юратакансен клубĕ ĕçлеме тытăнĕ. Уроксем хыççăн ачасем совет фильмĕсене курма пуçтарăнĕç. Светлана Влади-мировнăн шухăшĕпе, хальхи фильмсенче ырăпа усал ăнлавĕсене лайăх уçса памаççĕ.
— Вĕсем ытларах чухне ачасен чун-чĕрине хаярлатаççĕ, пĕр-пĕрин çине алă çĕклеме хăнăхтараççĕ, — терĕ вăл. — Ĕлĕкхи фильмсем вара, уйрăмах ача-пăча валли ÿкер-нисем, ырăлăха курма, усаллинчен писме вĕрентеççĕ. Çак грантпа килĕшÿллĕн 20-е яхăн мероприяти ирттерме палăртрăмăр. Мĕн тумаллине пурте пĕрле шухăшлатпăр. Сăмахран, «В обьективах камеры»: шкулта тĕрлĕрен паллă çынпа тĕл пулусем йĕркелĕпĕр. Наркологи больници çывăхĕнче совет физиологне Геннадий Шичкона халалланă палăк пур. Пирĕн «Гермес» шырав отрячĕ ăна пăхсах тăрать, тасатать, уявсенче митинг ирттерет. Çавăн пекех час-часах ача çурчĕсене пырса япаласемпе тивĕçтерес, пĕчĕк концерт лартса ыркăмăллăх акцийĕ ирттерес тетпĕр. Çывăх вăхăтра конференци пулмалла. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн тĕп корпусĕ вырăнĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче 8-мĕш телеграфлă полк тăнă. Унта хĕрарăмсем вĕреннĕ. Вăрçа вĕсем телефонистка, радистка, связистка пулса кайнă. Георгий Шумилов пĕтĕмпех тĕпченĕ, вырăнне шыраса тупнă, халĕ çавна халалланă конференци ирттересшĕн.

Хăрамалла мар

Мĕн тери лайăх-çке шкулта вĕреннисĕр пуçне ытти ĕçе те хутшăнма пултарни. Сирĕн шкулта хăйтытăмлăх йĕркеленеймен-и-ха? Ан кулянăр! Ун пек чухне Таньăпа Демид шкулти хастар ачасемпе тата пур пуçарăва та хапăлласа йышăнакан вĕрентекенсемпе калаçма сĕнеççĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Лариса ПЕТРОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.