Шупашкарта сывлăх керменĕ уçăлчĕ

Сывлăх сыхлавĕн керменĕ — шăпах çапла хакларĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер Шупашкар хула тĕп больницин нумай профильлĕ çĕнĕ поликлиникине савăнăçлă лару-тăрура уçнă май. 17 пин тăваткал метр лаптăк йышăнакан çĕнĕ çуртра ăшă, çутă, таса, хăтлă, çавăнпа ăна чăнласах та кермен темелле.

Çĕнĕ 2020 çулта уçăлакан пысăк объекта курмашкăн тата хакламашкăн çын йышлă пухăннă: медицина ĕçченĕсем, çак çуртра малашне медицина пулăшăвĕ илме пуçлакансем. Михаил Игнатьев çынсем хула варринче — тахçан поликлиника тата ача çуратмалли çурт пулнă вырăнта — çĕнĕ поликлиника уçас ыйтăва темиçе хутчен те çĕкленине аса илчĕ. Акă кĕтнĕ самант çитрĕ. «Паян эпир питĕ ырă ĕç тăватпăр», — терĕ республика ертÿçи. Вăл строительсене, ЧР сывлăх сыхлавĕн министрне, строительство ĕçĕсене сăнасах- тĕрĕслесех тăнă хастар çынсене тав турĕ. Палăртни вырăнлă: юлашки 30 çулта пирĕн республикăра хăй тĕллĕн, уйрăм çуртăн тăракан çакăн пек пысăк поликлиника уçăлман. Пĕчĕкреххисене, пурăнмалли çуртсен 1-мĕш хутĕнче вырнаçнисене, хута янă-ха, кун пекки — пĕрремĕш хут! Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнĕ тĕле питех те кăмăллă парне ку!
«Пĕрле пурăнар — пĕрле ĕçлер» программăна тĕпе хурса тунă поликлиника 3 блокран тăрать: çав шутран 2-шĕ — 4 хутлă, пĕри 5 хутлă. Вăл 40 пине яхăн çынна медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерĕ. Çапла майпа Шупашкарти хула тĕп больницин тиевĕ те пĕчĕкленĕ: çак учреждение тунă чухне вăл пĕр сменăра 1200 çынна йышăнма пултарать тесе шаннă-ха, çапах пациентсен шучĕ пысăккине пула унăн çакăнтан икĕ хут ытларах çыннăн ыйтăвне тивĕçтерме тивнĕ. Халĕ лару-тăру ырă еннелле улшăнасси куçкĕрет: çĕнĕ поликлиника шăпах тĕп больница тытăмне кĕрет. Вăл пĕр сменăра 500 çынна йышăнма пултарать. Кунта çĕнĕ ĕç вырăнĕсем те йĕркеленĕ. Поликлиника тытăмĕнче — медицина пулăшăвне çийĕнчех кÿмелли пÿлĕмсем, пĕтĕмĕшле практика врачĕн тата терапи, ытти специалист уйрăмĕсем, шыçă чирĕсен амбулатори пулăшăвĕн центрĕ, диагностикăпа сиплев уйрăмĕ, клиникăпа диагностика лабораторийĕ, хĕрарăмсен консультацийĕ, профилактика уйрăмĕ, кăнтăрлахи стационар тата ача-пăча служби. Учреждение хальхи йышши çĕнĕ оборудованипе тивĕçтернĕ: çав шутрах — флюорографи, маммографи тата рентген цифрăллă оборудованийĕпе, çавăн пекех компьютер томографĕпе. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.