Шупашкарта «Волков вулавĕсем» ăслăлăх-практика конференцийĕ уçăлчĕ

22 Çĕртме, 2017

Паян, çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче, К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Геннадий Волков этнопедагог çуралнăранпа 90 çул çитнине халалласа пĕтĕм тĕнчери «Волков вулавĕсем» ăслăлăх-практика конференцийĕ уçăлчĕ. «Этнопедагогика — Раççей пĕрпеклĕхне сыхласа хăвармалли никĕс» темăна халалланăскер чăвашсен сумлă академикĕн ятне çÿлте тытакан, çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнче кăна мар, чикĕ леш енче пурăнакан вĕренекенĕсене те пĕрле пухрĕ.

— Геннадий Волков — ĕмĕрсен чиккине, улшăнăвне пăхăнман вĕрентекен. Унăн манăçми ĕçĕсенче паян та эпир, педагогсем, çитĕнекен ăрăва воспитани парас тĕлĕшпе хамăра канăçсăрлантаракан ыйтусемпе канаш шырама пултаратпăр, — çапла каларĕ конференци пуçламăшĕнче этнопедагогăн вĕренекенĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ректорĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Владимир Иванов.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев этнопедагогăн сумлă ĕçĕсем çинче чарăнса тăнă май вĕсем хальхи çăмăл мар саманара, тĕнчери глобализаци тапхăрĕнче питех те вăхăтлă, вырăнлă пулни çинчен каларĕ.

Конференцире академикăн этнопедагогика концепцийĕсене хута ярас ĕçе курăмлă тÿпе хывнисене тата çитĕнекен ăрăва халăх педагогикин никĕсĕсем çине таянса воспитани паракансене сумлă наградăсемпе чысларĕç.

«Волков вулавĕсем» конференци программипе килĕшÿллĕн паянах И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче çавра сĕтел иртрĕ. Ыран вара асăннă аслă шкулта этнопедагогика мастерскойĕсем ĕçлĕç. Кунтах студентсен «Раççей халăхĕсем» этнопедагогика лагерьне йĕркеленĕ.

Тамара БОГДАНОВА, Геннадий Волков академикăн хĕрĕ:

— Пурнăçăмăн тĕллевне эпĕ ытарлăн хамăн кĕнеке ятне кăларнăччĕ, «Эпĕ — аттен хĕрĕ» ятлă вăл. Ачаран атте хăйĕн вĕренекенĕсене мĕнле çывăх йышăннинчен тĕлĕнеттĕм. Чăваш вĕренекенĕсене вăл уйрăммăн хаклатчĕ. Унра çынсене пĕрлештерес пултарулăх пурччĕ. Тăвансене пĕр тĕвĕре тытасси те, вĕсене çывхăлатасси те çакăнтанах килнĕ ĕнтĕ. Этнопедагогика çинчен калас тăк, вăл паян Чăваш Енре мĕнле шая çитни — куç умĕнче. Педуниверситет ректорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Иванов та, унăн проректорĕ Татьяна Петрова та — аттен вĕренекенĕсем, чи лайăх вĕренекенĕсен ретĕнчисем!

 

Рубрика: 

Комментари хушас