Сивĕ хĕлле те ăшă пултăр

19 Çурла, 2019

Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха çитес хĕле хатĕрлес ыйтупа ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен йĕркелекен, Иван Моторин премьер ертсе пынипе иртнĕ канашлура строительство министрĕ Алексей Грищенко сăмах илчĕ.

Çивĕч ыйтусем çук мар. Сăмахран, котельнăйсем кивелсе пыни. Вăтамран вĕсем 19 çулта, çав вăхăтрах 29 çултан «аслăраххисем» те чылай. Ăшă сечĕсем тĕлĕшпе лару-тăру пушшех йывăр. 907 километртан 668-шĕ кивĕ шутланать. Кăçал пĕтĕмпе те 13 километрне çĕнетме палăртнă, хальлĕхе çĕнĕ 9,3 километр пăрăх хунă.

Артезиан çăлĕсем тĕлĕшпе те ыйту нумай. Вĕсен кивелнин шайĕ 60% та иртнĕ. Çав çăлсен 62% хуçасăр шутланать те — пушшех никама та кирлĕ мар. Çавна май министр вырăнти влаçсене çак ыйтăва татса парас, артезиан çăлĕсене хăйсен харпăрлăхне илес тĕлĕшпе мерăсем йышăнма чĕнсе каларĕ.

Куславккара, Çĕмĕрлере çĕнĕ котельнăйсем пулĕç. Блоксенчен тăраканскерсене халь Ижевск хулинче пухаççĕ — унта кайса килнĕ, ĕçсем йĕркеллех пыраççĕ, кунта илсе килсе вырнаçтарас, вăхăтра хута ярас тĕлĕшпе чăрмавсем пулмалла мар. Çĕмĕрле тенĕрен, унти ыйтусене татса пама маларах республика бюджетĕнчен нумай укçа уйăрнă, премьер-министр текех пулăшу пулмасси пирки асăрхаттарчĕ — вырăнти влаçăн йывăрлăхсене хăйĕн вăйĕпе сирме хăнăхмалла.

Канашра ыйту тухса тăнă: нумай хваттерлĕ темиçе çурта хальччен технологи тивĕçтерĕвĕн завочĕн котельнăйĕнчен ăшă парса тăнă. Завод ăшă пама пăрахасси пирки чылай маларах асăрхаттарнă, анчах çав çуртсене мĕнле ăшăтасси уçăмлă мар. Халь мĕн тумалла тет? «Эпир мĕншĕн халь тин хыпăнса ÿкнĕ?» - каллех кăмăлсăрланчĕ Иван Моторин. Министр ыйтăва çийĕнчех татса паманшăн яваплăха хăйĕн çинчен сирмерĕ, çуртсене хальлĕхе завод котельнăйĕнченех ăшă парса тăмалла тăвас енĕпе ĕçленине çирĕплетрĕ.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ. 

Комментари хушас