Студентсене — тÿлевсĕр медицина маскисем

30 Ака, 2020

Хамăр тĕллĕн килте лармалли изоляци тапхăрĕнче никама та çăмăл мар. Çакна шута илсе И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренекен, общежитире пурăнакан студентсене профком тÿлевсĕр медицина маскисемпе тивĕçтерет. Вĕсем — нумай хут усă курмаллисем.

4,6,7-мĕш тата Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищин общежитийĕнче изоляцие ирттерекен ЧПУн çамрăкĕсене 1000 ытла маска валеçнĕ. Унсăр пуçне çумали-тасатмалли хатĕр-хĕтĕрпе, шĕвĕ супăньпе тивĕçтернĕ. Çывăх вăхăтра профком çак тĕллеве пурнăçламашкăн университетăн ытти общежитине те çитĕ.

www.hypar.ru

Нина ЦАРЫГИНА. Сhuvsu.ru сайтри сăн ÿкерчĕк.

Рубрика: 

Комментари хушас