Сычуань-Чăваш Ен: тĕллев еплерех пурнăçланать?

2014 çулхи юпа уйăхĕнче Раççей Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев тата Китай Халăх Республикин Патшалăх Канашĕн премьер-министрĕ Ли Кэцян икĕ çĕршыв килĕштерсе ĕçлесси çинчен экономикăн 40 килĕшĕвне çирĕплетнĕ. «Сычуань-Чăваш Ен» агропромышленноç комплексĕн проектне пирĕн республикăра пурнăçа кĕртесси пирки те инвестици килĕшĕвне алă пуснă.

Кăшт маларах, 2014 çулхи çĕртме
уйăхĕн 23-мĕшĕнче, Чăваш Ен
Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Сычуань
провинцийĕн кĕпĕрнаттăрĕпе Цзян
Цзюйфэнпа икĕ регион пĕр-пĕринпе
экономика, суту-илÿ, наука-техника
тата гуманитари енĕпе килĕштер-
се ĕçлесси çинчен килĕшÿ тунă. Ун-
танпа мĕнле ĕçсем тунă-ха? Проекта
«Сычуань Рейлвей Инвестмент» кор-
пораци инвестици хывать. Ăна Сы-
чуань провинцийĕн правительстви
пуçарнипе йĕркеленĕ, патшалăхăн
инвестици корпорацийĕ шутланать,
вăл укçа уйăрнипе ĕçлет. Апла пулсан
ăна шанма юрать. Унăн устав капи-
талĕнче 800 млн тенкĕ /20 млрд юань/,
тĕп фончĕсем 350 млрд юаньлĕх, çул-
талăкри тупăшĕ 70 млрд ытла юаньпа
танлашать. Корпорацире 20 пин ытла
çын тăрăшать. Вăл 20 ытла çĕршыв-
ра тата регионта тĕрлĕ проекта, вăл
шутра Раççейре виççĕшне, пурнăçа
кĕртме инвестици уйăрать.
2018 çулхи нарăсăн 8-мĕшĕнче
Пăрачкав районĕнче 10 пин ытла
ĕне выльăх усракан тата юр-вар
хатĕрлекен комплекссем тума
тĕллев лартнă «Сычуань-Чăваш Ен»
агропромышленноçăн суту-илÿ ком-
панийĕ» обществăна регистрацилес
ĕçе вĕçлесе республикăра счет уçнă.
Проекта пурнăçлама «Сычуань Рейл-
вей Инвестмент» корпораци 10 млрд
тенкĕлĕх инвестици хывать. Районта
выльăх апачĕ туса илме 20 пин гектар
çĕре сухаласа акма палăртнă.
Юр-вар хатĕрлемелли пред-
приятие ĕçе кĕртме 5 млрд тенкĕ
явăçтарасшăн. Комплекссен стро-
ительство проекчĕсене тунă, вĕсе-
не пурнăçланă чухне Европăри тата
Раççейри пахалăх стандарчĕсем-
пе усă курĕç. Производствăна ав-
томатизациленĕ чи лайăх оборудо-
вани, тăкак кÿмен «ăслă» хатĕрсем
вырнаçтарĕç. Кунта пухăнакан сиенлĕ
шĕвекпе сывлăша тасату оборудова-
нийĕ витĕр кăларĕç, выльăх каяш-
не йĕри-тавра çĕре хăпартнă лаптă-
кра çĕртĕç.
Выльăх комплексĕн хăвачĕсене
пурне те ĕçе кĕртсен куллен — 800,
çулталăкра 200 ытла пин тонна сĕте
тирпейлĕç тата 10 млрд тенкĕлĕх
юр-вар хатĕрлĕç. Çакăнпа пĕрлех ре-
спубликăра бюджета налук нумайрах
куçĕ. Комплексра 200-300 çын вал-
ли ĕç вырăнĕ йĕркелеме палăртнă.
Ку шутра вырăнта пурăнакансем 85%
пулмалла.
« С ы ч у а н ь - Ч ă в а ш Е н » а г р о промышленноç
ăн суту-илÿ компа-
нийĕ» общество проектăн пĕрремĕш
тапхăрне пурнăçлама тытăннă ĕнтĕ.
2018 çулхи утă уйăхĕнче Пăрачкав
районĕнчи ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 5
пин гектар çĕре компание 25 çуллă-
ха тара парасси пирки килĕшÿ тунă.
Вăл Сиява тата Кудеиха ял тăрăхĕ-
сенче усă курмасăр чылай çул выр-
тнă, ăна 3-5 метр çÿллĕш йывăç-тĕм
хупăрласа илнĕ.
«Сычуань-Чăваш Ен» çак çĕре
пусă çаврăнăшне кĕрттерме подряд
организацийĕсемпе килĕшÿ çирĕ-
плетнĕ. Ĕçе 2018 çулта пуçланă.
Кăçал 4500 гектара пусă çаврăнăшне
кĕртесшĕн. Эпĕ Кудеиха ял тăрăхĕ-
нчи ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 100 гек-
тар çĕре йывăç-тĕмрен еплерех та-
сатнипе паллашрăм.
— Кунта тĕрлĕ техника ĕçлет: пĕри-
сем йывăçа касаççĕ, теприсем тыма-
ра кăклаççĕ, тÿнтернисене уй хĕрри-
не тĕксе тухаççĕ, — терĕ Макаричев
предприятийĕн прорабĕ Павел Иса-
ев. — Эпир çеç акма 500 гектар хатĕ-
рлетпĕр. Кайран выльăх комплексĕ
тума хутшăнăпăр.
Кудеиха ялĕ хĕрринчи уйри йывăç-
тĕме те кăкланă, тымарне тăпăлтар-
нă, çĕре акма кăпăшкалатнă. Выльăх
тата юр-вар хатĕрлекен комплек-
ссен вырăнĕнче те кунĕпех техника
шавĕ тăрать: строительство пуçлама
лаптăка йывăç-тĕмрен тасатаççĕ.
Пĕтĕмпе кунта 300 гектар.
— Раççей тата Китай пĕр-пĕринпе
килĕштерсе ĕçлесси пирки çирĕ-
плетнĕ договорпа килĕшÿллĕн Пă-
рачкав районĕнче инвестици проек-
тне пĕлтĕр пурнăçа кĕртме тытăн-
тăмăр, — терĕ «Сычуань-Чăваш Ен»
агропромышленноçăн суту-илÿ ком-
панийĕ» обществăн генеральнăй
директорĕ Чжэн Хунтао. — Вырăн-
ти 30 ытла çын çĕре пусă çаврăнăш-
не кĕртме хутшăнать. Çурхи куль-
турăсене 1800 гектар акатпăр. Вы-
льăха тăратма кăçал 3500 вырăн-
лăх пĕр комплекс туса лартасшăн.
2021 çулччен строительствăна 3,5
млрд тенкĕ хывса 10 пин ĕне выльă-
ха вырнаçтарма комплекссем ĕçе
кĕртесшĕн. Кĕçех кунта строитель-
ство ĕçĕсем пуçланĕç. Хальхи вăхă-
тра вĕсене пикенме тĕрлĕ организа-
цирен ирĕк илетпĕр, проект-смета до-
кументацине килĕштеретпĕр, ытти ну-
май ыйтăва татса паратпăр.——
— Инвестици хывса нумай çул усă курман çĕре пусă çаврăнăшне
кĕртме, выльăх ĕрчетмелли комплекс хута яма «Сычуань-Чăваш
Ен» агропромышленноçăн суту-илÿ компанийĕ 5 пин гектар лаптăк
ыйтсан Пăрачкав районĕн администрацийĕ хапăл тусах килĕшрĕ,
— терĕ пуçлăх заместителĕ Валентина Журина. — Общество хăйĕн
тĕллевне пурнăçлассишĕн çур çул хушшинчех пысăк ĕç турĕ. Ĕçе
вĕçне çитерессе çирĕп шансах тăратпăр.
— 2019 çул вĕçĕнче комплекса Европăран çулталăкри ăратлă
тына 1000 пуçа майлă илсе килме палăртнă, — пĕлтерчĕ обществăн
тĕп агрономĕ Олег Яндимиркин. — Китай инвесторĕсем çĕре мине-
рал удобренийĕ ытлашшипех хывса «химилени» çинчен Раççейре
нумай калаçаççĕ. «Сычуань-Чăваш Ен» çав меслетпе усă курса
продукци туса илме тĕллев лартмасть. Ÿсен-тăрана агротехноло-
гире пăхнă нормативпа килĕштерсе çитĕнтерĕпĕр. Унăн ĕç-хĕлне
патшалăхăн тивĕçлĕ органĕсем тĕрĕслесех тăрĕç.
Çапла вара Китай компанийĕ кăçал республикăра 4500 гекта-
ра пусă çаврăнăшне кĕртет. Унăн ертÿçисене тав сăмахĕсем çеç
каламалла.

www.hypar.ru
Юрий МИХАЙЛОВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.