Тăлăх ачасене хваттерсемпе тивĕçтересси уксахлать

Чăваш Енĕн Министрен Кабинечĕн паянхи ларăвĕнче республикăн Строительство министерствин 2018 çулхи ĕçĕ çинчен Алексей Грищенко министр отчет турĕ.

Вăл пĕлтернĕ тăрăх, республикăра паян строительство сферинче 3 пин ытла организаци ĕçлет — 22,3 пин çын. Пĕлтĕр отрасль 46,5 миллаирд тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă — виçĕм çулхинчен самай нумайрах. Пурăнмалли 597 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута янă. Анчах плансем тата пысăкрах. Кăçал асăннă кăтартăва 672 пин тăваткал метра çитермелле, 2024 çулта вара вăл 900 пинпе танлашмалла. Ку — пурнăçланми ĕмĕт мар. Алексей Алексеевич шучĕпе, плансене тÿрре кăлармашкăн строительство индустрийĕн хăвачĕсем çителĕклĕ. Çав шутра — çурт-йĕр тăвакан промышленноç майĕсем.

Михаил Игнатьев строительство организацийĕсем çуртсем тунă чух утă уйăхĕнчен эскроу шучĕсемпе усă курма пуçлассипе çыхăннă лару-тăрупа кăсăкланчĕ. Министр каланă тăрăх, 5 предприяти тĕлĕшпе ыйтусем пур. Виççĕшĕ тĕлĕшпе ĕç-пуç йĕркеленмелле, иккĕшĕн лару-тăрăвĕ вара кăткăс. Сăмах вĕсем тăвакан 7 çурт пирки пырать.

Тăлăх ачасене хваттерсемпе тивĕçтересси уксахлать. Республика бюджетĕнчен хушма 149 миллион тенкĕ уйăрнă, кăçал 195 çын хваттер илĕ — ку пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтермеллисен 12% кăна. Инвалидсем, унашкал ытти категори пирки те çавнах каламалла. Кунта, паллах, федераци бюджечĕн укçи çителĕксĕрри ура хурать. Тăваткал метрăн 34 пин тенкĕрен кăшт пысăкрах виçине тĕпе хурса уйăраççĕ, республикăра вара çак виçе 35 пинрен те иртет.

Хваттер тума пая кĕрсе улталаннă çынсен шанăçне тÿрре кăларасси те — пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйту. Алексей Грищенко кăçал икĕ çурта туса пĕтерме палăртнине çирĕплетрĕ, тепĕр объектра — Шупашкарти Хĕвеллĕ урамри çурт позицийĕнче — хваттер илме ĕмĕтленнĕ çынсен вара 2021 çулччен кĕтме тивĕ.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас