“Тапăрти ватăсене чи малтан саламлатпăр”

Пĕчĕк чухне анне ялан: «Чикансем илсе каяççĕ, çухалса ан çÿрĕр», - тесе хăрататчĕ. Çав çултанпах çак халăх çыннисенчен шикленеттĕм. Хулара тĕл пулсан та вĕсенчен пăрăнма тăрăшаттăм. Нумаях пулмасть чикансем патĕнче хăнара пултăм. Вĕсем епле пурăннине, Çĕнĕ çула епле кĕтсе илнине пĕлес килниех çак тĕлпулăва çывхартрĕ.

Икĕ юлташăмпа Алкеш поселокĕнчи чикансен урамне çитрĕмĕр. Урам пуçĕнче тем пысăкăш керменсене курса тĕлĕнтĕмĕр. Малалла иртсен кивĕ сарай пек юхăннă пÿртсем курăнма пуçларĕç. Кунта картунран ăсталанисем те пур. «Кусенче те çынсем пурăнаççĕ-ши?» - шухăшларăм эпĕ. Ăшăмра иккĕлентĕм: «Кунашкал çурта кĕмеллех-ши?» Чикансемпе питĕ асăрхануллă пулмалла теççĕ те. Урампа утнă май виçĕ чикан майрине тĕл пултăмăр. Вăрăм юбка тăхăннăскерсем пире аякранах асăрхарĕç те кама шыранипе кăсăкланчĕç. Эпир шыракан Майя килне тĕллесе ячĕç. Вĕсем урамра пурăнакан кашни çыннах паллаççĕ. Хамăра кăна шансан кирлĕ çынна каç пуличчен те тупаймастăмăр. Пĕр чикан алăпа сулса чĕннине курсан ун патнелле утса пытăмăр. Леня - Майăн упăшки. Малалла вулас...

Алена ТИМКОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.