Тăван чĕлхерен хакли çук

2 Пуш, 2020

Çак кунсене Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Чăваш музыкин фестивалĕ иртет. Уяв нарăс уйăхĕн 27-мĕшĕнче гала-концертпа уçăлчĕ. Унта республикăри солистсем кăна мар, Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнче, ют çĕршывра тĕпленнĕ йăхташăмăрсем те хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç.
Чăваш музыкин фестивалĕ «Алран кайми» юрăпа пуçланчĕ. Григорий Хирпюн «Нарспи» оперинчи Нарспипе Сетнер партийĕсене Екатеринбургри оперăпа балет театрĕн солисчĕ Наталья Мокеева тата А.Александров ячĕллĕ юрăпа ташă ансамблĕн юрăçи Сергей Кузнецов юрларĕç. Германири Нюрнберг хулинчи патшалăх оперăпа балет театрĕн солисчĕ Сергей Николаев /Вăрнар каччи/ Чăваш музыкин фестивалĕ çинчен Мускава гастроле килсен пĕлнĕ. Çавăнпах тăван тăрăха çитмесĕр пултарайман. Ентешĕмĕр неаполитанецсен юррине итальян чĕлхипе шăрантарчĕ. Тепрехинче чăваш юррипе сцена çине тухма шантарчĕ. Çавнашкалах А.Александров ячĕллĕ юрăпа ташă ансамблĕн юрăçи Константин Москалев, Саратоври «Атăлçи» концерт организацийĕн солисчĕ Эльвира Никитина, Ирина Михайлова /Мускав хули/ чăваш композиторĕсен юррисемпе чуна хускатрĕç.
Фестиваль вăхăтĕнче «Нарспи», «Шывармань» оперăсем, «Сарпике» балет, Дмитрий Семкинăн концертне кăтартаççĕ.
Наталья МОКЕЕВА, Екатеринбургри оперăпа балет театрĕн солисчĕ:
Пире, Чăваш Республикинче çуралса тĕнче тăрăх саланнисене, Чăваш музыкин фестивальне йыхравларĕç. Эпир, паллах, тулли кăмăлпа çула тухрăмăр.
Малтан та Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн сцени çине тухма тÿр килнĕ. Пĕлтĕр, тĕслĕхрен, икĕ концерта хутшăннăччĕ. Артистсемпе паллашса туслашрăмăр. Çавăнпах çакнашкал мероприятире ĕçтешсен хушшинче тăвансене курнăнах туйăнать.
Фестиваль вăхăтĕнче опера артисчĕсем Етĕрнере, Çĕнĕ Шупашкарта, Канашра концерт йĕркелеççĕ. Манăн пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче тăван Етĕрне районĕнчи культура керменĕнче юрлама май пулĕ. Унсăр пуçне паян, нарăсăн 29-мĕшĕнче, çуралнă салара — Ирçере — ентешсем валли Василий Николаев артистпа пĕрле концерт кăтартатпăр. Юнашар ялсенчен те куракансем пухăнĕç. Программăна чăваш юррисене тата тĕнчипе сарăлнă романссене кĕртрĕмĕр. Хамăн концертсене яланах атте-аннене халаллатăп. Хальхинче асатте Касьян Ильич ячĕпе юрлăп. Вăл шăпах 104 çул каялла нарăс уйăхĕн 29-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Хăй вăхăтĕнче общество ĕçне йĕркелесе пынă, республика, район хаçачĕсене хыпар янă, ял историне тĕпченĕ.
Чăваш патшалăх академи симфони капеллин пултарулăх ертÿçипе тата тĕп дирижерĕпе Морис Яклашкинпа Шупашкарта пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче йĕркелекен концерта хутшăнасси çинчен калаçса татăлтăмăр. Пĕтĕмĕшле илсен, эпир те, аякра тĕпленнисем, Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине уявлама хастар хутшăнатпăр. Екатеринбургра «Ентеш» фольклор ушкăнне /ертÿçи Наталья Мокеева. — Авт./ тĕрлĕ мероприятие чĕнеççĕ. Эпир чăваш юрри-ташшине ытти регионра та кăтартма тăрăшатпăр. Чăваш Енри культура мероприятийĕсене хутшăнни те — çак ĕç тăсăмĕ.
Чăваш Енри куракан яланах ăшшăн йышăнать. Çакă, чăнах, çунат хушма пулăшать. Фестиваль йĕркелÿçисене те, куракансене те пысăк тав!
Малалла вулас...

www.hypar.ru

Марина ГРИГОРЬЕВА. Оперăпа балет театрĕн сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.