ачасем

23 Ака, 2020

Шанăçа тÿрре кăларать

Тăрăшулăхсăр вĕренÿре те, спортра та, пултарулăхра та çитĕнÿ тума çук. Ăнăçу айккинчен пăрăнса ан ирттĕр тесен сахал мар вăй хумалла. Елчĕк районĕнчи Кушкă шкулĕнче 10-мĕш класра ăс пухакан Инесса Александрова тăрăшулăхпа тата яваплăхпа палăрса тăрать.

16 Ака, 2020

Ĕçчен каччăран ĕç хăрать

Çуран чупасси — спорт тĕсĕсен патши теççĕ. Шăпах çак енпе аталантарать хăйне Шăмăршă районĕнчи Карапай Шăмăршă шкулĕн каччи Вячеслав Карпов. 8-мĕш класра кăна-ха вăл, анчах пухмачне тĕрлĕ наградăпа пуянлатма ĕлкĕрнĕ те.

25 Пуш, 2020

Пособисемпе тÿлевсем вунă процента яхăнах пысăкланаççĕ

Социаллă ыйтусем тата çураки — Министрсен Кабинечĕн ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ертсе пынипе юнкун иртнĕ ларăвĕнче çак ыйтусем тĕпре пулчĕç.

Чи малтанах — регион ертÿçин указĕпе килĕшÿллĕн Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне вăрçă инваличĕсемпе участникĕсене 25-шер пин тенкĕ тÿлесси. Ĕçлев министрĕ Алена Елизарова вăрçă паттăрĕсем çак тÿлеве çу уйăхĕн 8-мĕшĕччен илессине çирĕплетрĕ.

19 Пуш, 2020

«Çăлтăрчăкăн» çăлтăрĕ

Шупашкарти Г.Н. Волков ячĕллĕ 62-мĕш шкулта 7-мĕш класра вĕренекен Елена Плешковăн ÿссен журналист пулас ĕмĕт темиçе çул каяллах çуралнă. Вăл радиопа калаçакансене тимлĕ итленĕ, телекăларăмсене куç илмесĕр пăхнă. Çак професси ăна халĕ те кăсăклантарать.

Юратнă предмет — чăваш чĕлхи

Pages