Андриян Николаев çынлăхĕ — çамрăксемшĕн тĕслĕх
Паян Шупашкарти Оперăпа балет театрĕнче Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ Андриян Николаев çуралнăранпа 90 çул çитнине паллă турĕç. Унта республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Андриян Николаевăн хĕрĕпе мăнукĕ — Елена Андрияновнăпа Андриян, Совет Союзĕн Геройĕ, СССР космонавт летчикĕ Александр Баландин, Раççей Геройĕсем Павел Виноградов, Николай Гаврилов тата ыттисем хутшăнчĕç.




Шуршăлти А.Г.Николаев космонавт летчикăн Мемориал комплексĕнче авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче халăх нихçанхинчен те ытларах пулчĕ. Тĕрĕссипе, унта яланах çын пур-ха. Шуршăл чăвашĕ хăйĕн паттăр ĕçĕсемпе тăван ялне, республикăна чапа кăларчĕ, Çĕр чăмăрĕн пĕр пайĕнче чăвашсем пурăннине тĕнчене пĕлтерчĕ.







