Çĕнĕ кĕнеке

3 Юпа, 2015

Чĕре таппи сÿнсен те - чун таппи юлать

Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, ЧР Патшалăх Канашĕн "Республика" хаçат редакторĕн Лидия Филипповăн сăвă йĕркисем çаплипех чĕлхе çинче. Сăваплă çĕр çинче çурални ăна хăват парса тăни пĕрре те иккĕлентермест. Аллăмра - унăн черетлĕ вунвиççĕмĕш кĕнеки.

1 Юпа, 2015

Пĕчĕккисен тусĕн черетлĕ парни

«Пĕчĕккисен чунĕ çине куллен сиплĕх тумламĕ ÿкейсен этемлĕх обществи нихăçан та пăскăнчăк енне сулăнас çук», - вулатăп Николай Ишентей хăйĕн çĕнĕ кĕнекин хыçалти хуплашкинче çырнине. «Шăнкăрав хыççăнхи уроксем» - çыравçă пĕчĕк вулакансене валли хатĕрленĕ черетлĕ «чун апачĕ».

17 Авăн, 2015

Саспалли те ăс парать-и?

Ача-пăча пĕчĕкренех нумай пĕлме ăнтăлать. Çавăнпа вулама та часрах вĕренесшĕн. Нумай пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче Василий Кервенĕн 1500 тиражпа пичетленсе тухнă «Ăс парать сас палли» (редакторĕ - В.Н. Алексеев) хитре ÿкерчĕксемлĕ алфавит кĕнеки ăна çак кăткăс ĕçре лайăх пулăшĕ. Акă, сăмахран:

15 Авăн, 2015

«Тавтапуç, аннеçĕм, эсĕ пур...»

Любовь Федорова поэтессăна тах­çантанпах пĕлетĕп. Унăн сăвви-калавĕсене, тĕрленчĕкĕсемпе очеркĕсене ачаранпах тăван Елчĕк районĕнчи «Колхоз ялавĕ» /халĕ «Елчĕк ен»/ хаçатра вуланă.

10 Авăн, 2015

«Сан мăйăхна каснăшăн Ваçук мана вăлта парнелеме шантарчĕ...»

«Тантăшăн» тимлĕ те хастар вулаканĕсем Александр Мясников ятне астăваççĕ-тĕр. Пĕлтĕр унăн калавĕсем хаçат страницисенче номертен номере кун çути курчĕç. Вырăсла çыракан авторăн хайлавĕсене Луиза Васильева журналист куçарнăччĕ. Федор Кузьмичăн, запасри аслă прапорщикăн, тата унăн Антун ятлă мăнукĕн путишле ĕçĕсене, тен, халĕ те астăватăр.

Pages