Çĕнĕ кĕнеке

27 Çурла, 2015

«Шăнкăрав хыççăнхи уроксенче» мĕне вĕрентеççĕ?

Кĕçех çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланать. Ачасем ăна пĕр хумханса та пĕр шикленсе кĕтеççĕ. Ара, çу каçиччен тантăшсемшĕн тунсăхласа çитнĕ-çке-ха, пĕр-пĕрне курса юмахлас килет. Каласа кăтартмалли темĕн чухлех пухăннă: портфеле те вырнаçаяс çук.

20 Çурла, 2015

Çĕр анне тивлечĕ иксĕлми

Эпир мĕнлерех илемлĕ тăрăхра çуралса ÿсни, Çĕр планетăмăр мĕн тери пуянни çинчен хăçан та пулин шухăша путнă-и эсир? Хамăр ун ачисем пулнишĕн хăпартланнине туйнă-и тата? Çак ыйтусене çирĕплетсе хуравлаймастăр тăк - питĕ шел. Эппин, паянччен эсир çĕр пархатарĕпе усă курнă кăна, мĕнпур ырăлăхшăн тав тума пĕлеймен.

18 Çурла, 2015

Эпĕ сансăр эпĕ мар...

Сăмахăм Чăваш кĕнеке издательстви кăçал пичетлесе кăларнă "Пĕртен-пĕр юр пĕрчи" кĕнеке çинчен. Авторĕ - Римма Прокопьева журналист, поэт, писатель. Кĕнеке алçырăвĕ ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен 2014 çулхи конкурсĕнче çĕнтернĕ.

13 Çурла, 2015

«Ырă кăмăллă Рая» вулакансемпе тĕл пулма хатĕр

Валентина Тарават çыравçă ятне ватти те, вĕтти те пĕлет. Мĕншĕн тесессĕн вăл вулакан кăмăлне шута хурса, ăна мĕн кирлине чунпа туйса ĕçлет. Пуринпе те пĕр чĕлхе тупаять.

13 Çурла, 2015

«Тĕлĕнтермĕш тăван ен»... Çакна пĕлмен халиччен

«Раççейре мар, Чăваш Енре мар, урăх çĕрте çуралнă пулсан...» - текен шухăш ĕмĕрте пĕрре те пулин кашнин пуçнех пырса çапать-тĕр. Хамăр патра кичем пек туйăнать.

Pages