Ăнăçлă аталанать: çынсене савăнтарать
Мăн Сĕнтĕр райповĕ кăтартусене лайăхлатсах пырать
Мăн Сĕнтĕр райповĕ халăх ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерес, чи малтан ял çыннисен пурнăçне çăмăллатас тĕллевпе ăнăçлă ĕçлесе пырать. Вăл Муркаш районĕн аталанăвне пысăк тӳпе хывать. Кăçал 100 çул тултаракан Чăвашпотребсоюзăн çеç мар, Раççей Центросоюзĕн потребительсен обществисен хушшинче те чылай кăтартупа малти вырăнсене йышăнать.
Халăх ыйтнине тивĕçтереççĕ




Сĕнтĕрвăрри районĕнче Чăвашпотребсоюз, ЧР Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви, ЧР Журналистсен союзĕ семинар-канашлу йĕркелерĕç. Пухăннисем Октябрьски райпо ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç, суту-илÿ çурчĕсене, çăкăр заводне çитсе курчĕç. Палăртмалла: Чăвашпотребсоюз предприяти-организацийĕнче 70 процент вырăнти продукци. Райпора чĕр тавар хатĕрлессине те аван йĕркеленĕ. Эмел курăкĕ пухма ял çыннисене те явăçтараççĕ.







