çитĕнÿ

4 Ака, 2014

Владимир Атлантовпа ларса калаçасшăн

Театра çÿреме юратакансем, сцена ăстисем çĕнĕ постановкăсем кăтартнине сăнакансем «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурса çулсерен кĕтеççĕ. Ăна иртнĕ эрнере, Пĕтĕм тĕнчери театр кунĕнче, Чăваш патшалăх пукане театрĕнче пĕтĕмлетрĕç. Кăçалхипе 15-мĕш хут йĕркеленнĕскерĕн пĕчĕк юбилейĕ Культура çулталăкĕнче иртрĕ.

17 Кăрлач, 2014

“Математика олимпиадинче каччă сахал”

«Вĕренÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн çитĕнÿ тунă çамрăксене çуллен 60 е 30 пин тенкĕпе танлашакан премипе хавхалантараççĕ. Çак йышра Чăваш Ен çамрăкĕсем те пур. Пĕлтĕр кунашкал чыса 44-ăн тивĕçнĕ, кăçал 46-ăн. Лауреатсен йышне пĕлтĕр кĕнисенчен чылайăшĕ Шупашкарта пурăнать, 8-шĕ çĕр-шывăн тĕрлĕ регионĕнче аслă пĕлÿ илет.

Элĕк районĕнчи Кĕçĕн Тăван ялĕнче çуралса ÿснĕ Марта Вавилова преми илесси пирки пачах шухăшламан. Раççей шайĕнчи олимпиадăра мала тухнăшăн 30 пин тенке тивĕçнĕ çамрăкпа кăнтăр апачĕ вăхăтĕнче тĕл пултăмăр.

10 Кăрлач, 2014

Пĕр çулта - виçĕ çĕнтерÿ

Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче вĕренекен Анастасия Тарасовăшăн 2013 çул яланлăха асра юлĕ. Пĕлтĕр вăл сумо енĕпе иртнĕ çĕр-шыв чемпионатĕнче мала тухса Раççей спорт мастерĕн нормативне тултарнă, кĕрешÿ енĕпе те çĕр-шыра пĕрремĕш пулнă. Иртнĕ çулах спортсменка тĕнче чемпионатĕнчен çĕнтерÿпе таврăннă.

Pages