Çивĕч ыйту

30 Çу, 2014

Гаражсен таврашĕнче çÿп-çап нумай

Шупашкар чылайăшне хăйĕн илемлĕхĕпе, тасалăхĕпе тата тирпейлĕхĕпе илĕртет. Кунпа килĕшмесĕр тăраймăн, анчах аякри хăнан куç тĕлне çÿп-çап купи, тулса ларнă контейнерсем пулманни тĕп хуламăрта ку енĕпе пĕтĕмпех йĕркеллине пĕлтермест.

28 Çу, 2014

Чăваша лаша кирлех

Кăçал Çĕнĕ çул ячĕпе мана чи малтан Чĕмпĕртен Станислав Толстов композитор саламларĕ.

– Тин çеç вун иккĕ çапрĕ, – терĕ вăл кăмăллăн. – Сана лаша çулĕнче, культура çулталăкĕнче çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу сунатăп...

Савăнтăм, салама йышăнтăм. Пĕлетĕп, Станислав Петрович çут çанталăк тусĕ, Патăрьел тăрăхĕнчи пысăк вăрман çумĕнчи Сăкăтра çуралса ÿснĕскер, лашасене питĕ юратать. Юратмасăр, çÿрен лаша телейлĕ ачалăхăн савăнăç сăпки-çке. Лайăх, тирпейлĕ пăхсан, кунĕн-çĕрĕн хăваламасан вăтăр çул таранах пурăнать вăл.

24 Çу, 2014

Ял - апат-çимĕç хатĕрлевçи çеç мар

Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин Президент çумĕнчи нацин пĕлтерĕшлĕ проекчĕсемпе демографи политикин ыйтăвĕсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе ĕçлекен Канашпа Патшалăх канашĕн пĕрлехи ларăвне ирттернĕ. Унта, тĕпрен илсен, ял территорийĕсене аталантарассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.

22 Çу, 2014

Куккурус - пысăк тухăçлă культура

Хăй вăхăтĕнче, иртнĕ ĕмĕрĕн аллăмĕш çулĕсен пуçламăшĕнче, çак культура пирĕн çĕр-шывра хăйĕн тивĕçлĕ вырăнне тупнă. КПСС Тĕп Комитечĕн 1953 çулхи авăн уйăхĕнче иртнĕ пленумĕ общество выльăх-чĕрлĕхне ĕрчетес ĕçе çĕнĕлле йĕркелеме йышăннă хыççăн фермăсен тупăшлăхне татăклăнах ÿстерес тĕллевпе уй-хирте куккурус вăй илнĕ.

30 Ака, 2014

Асăмран каймастăн эсĕ, Украина!

1

Украина, Украина!.. Чăнласах та асăмран каймастăн эсĕ юлашки кунсенче. Эпир сана мĕн пĕчĕкрен юратнă. Хамăрăн аслă та чаплă поэтăмăр Çеçпĕл Мишши çавăнта пуç хунăшăн-ши?.. Юратнă пиччем Петр Николаевич Днепр хĕрринче çапăçса йывăр аманнине пĕлнипе-ши?

Pages