Çул çинчи инкек

3 Авăн, 2014

Каллех - инкек

Шупашкарти И.Яковлев проспектĕнчи Пичет çурчĕ çывăхĕнчи каçмăш юлашки вăхăтра çуран çÿрекенсемшĕн те, руль умĕнчисемшĕн те питĕ хăрушă вырăн пекех. «Хыпар» хаçат ун çинчен пĕлтерсе-асăрхаттарсах тăрать. Çапах та кашни кун тенĕ пек шар куракансен шучĕ ÿссех пырать.

Ĕнер те, 16 сехет иртсен, асăннă вырăнта, общество транспорчĕн «Пичет çурчĕ» чарăнăвĕнче, Шупашкарти Элкер урамĕнче пурăнакан 42 çулти хĕрарăма çăмăл автомобиль пырса çапнă. Йывăр суранланнăскере васкавлă медицина пулăшăвĕн машинипе сыватмăша ăсатнă. «Пурнăçĕшĕн хăрушлăх çук», - терĕç шурă халатлисем.

22 Чÿк, 2013

Çамрăк хунав çул çинче таптанать

Çапла калас килетçул çинчи инкек -синкек пирки. Статистика кăтартăвĕ чуна çÿçентерет. Пирĕн çĕр-шывра иртнĕ вунă уйăхра çеç аварире 21 пин çын вилнĕ, 212 пинĕн аманнă. Автоаварисен 80 ытла проценчĕ водительсем правилăсене пăснăран пулнă: пысăк хăвăртлăхпа пынă, хирĕç килекен транспорт енне тухнă, çул хĕресленнĕ вырăнта тимлĕхе çухатнă тата ытти те.