Ĕмĕр сакки

22 Ака, 2016

«Кашни кун эп тĕрлĕрен»

«Унăн ĕçĕсем сăнарлă тата тарăн шухăшлă пулнипе палăраççĕ. Вăл аваллăха нумай тĕпчет, çав вăхăтра хальччен упраннине çĕнĕ сĕм кĕртсе тата та аталантарать. Хăйĕн чĕлхиллĕ, хăйĕн туйăмĕллĕ, вĕри те хăватлă сăрă ăсти». Е тата: «Унăн ĕçĕсем сăнарлă, тарăн шухăшлă пулнипе палăраççĕ.

15 Кăрлач, 2016

Пурнăç хÿри пăрăнăç

Иван Тихонович Тихонов Муркаш районĕнчи Тури Панклире 1941 çулта çуралнă. Ачаран тăван тавралăха, çĕре юратса ÿснĕ. Механизатора вĕреннĕ хыççăн çĕр ĕçне кÿлĕннĕ. Казахстанра çерем уçнă çĕре те хутшăннă. Çартан таврăнсан агронома вĕренсе тухнă. Вăл вăхăтра Панкли «Ленинец» колхоза кĕнĕ.

15 Кăрлач, 2016

Чунпа, ăс-хакăлпа пуян пулар

Пулать вĕт çын, малашне хăйне мĕн кĕтессе пĕлмесĕр пач пĕлмен-туман вырăна çула тухать. Хальччен пурăннă çĕрте йывăрлăхсем пулсан ăна ăнланмалла пек. Анчах пурте йĕркеллĕ, çителĕклĕ унăн: çумра савнă мăшăрĕ, хăтлă хваттер, юратнă ĕç пур, коллективра хисепре.

27 Чÿк, 2015

Ват тутиллĕ ватлăх

Тĕлĕнетĕн Çĕмĕрле районĕнчи Тукас çыннисенчен: ялта лавкка та, клуб та, шкул та, фельдшер пункчĕ те çук. Темиçе çул каялла хытă сийлĕ çул пулманран урамра пĕç таран пылчăк çăрнă. Юрать-ха, пĕр суйлав вăхăтĕнче пуçлăхшăн суйламастпăр тесе хăраткаланă хыççăн яла асфальт сарса панă. Куншăн хĕпĕртет Александр Васильевич Альцев.

28 Кăрлач, 2015

МАРУÇ

Таиç 8 класс хыççăн суту-илÿ училищине вĕренме кайрĕ, унăн тус хĕрĕ Маруç вара вăтам шкул пĕтерме шутларĕ (ун чухне шкулта вĕренÿ йĕрки урăхлаччĕ ĕнтĕ). Уйрăлчĕç «Сиам йĕкĕрешĕсем». Вăтам пĕлÿ илме тепĕр яла çÿремеллеччĕ. Маруç часах кÿршĕ ялти хĕрпе Маринепе туслашрĕ. Характерĕпе хăйĕнпе пĕр майлăскерехччĕ лешĕ. Иккĕшĕ те сăнĕсемпе чиперччĕ, пĕвĕсемпе йăрăс та хÿхĕмччĕ, çÿл­­­­лĕ­ччĕ.

Pages