Хамăрпа юнашар çын

29 Ака, 2015

Шăплăхри кĕвве те илтессĕм килет

Хăйĕн çинчен сăмах пуçарнине ытла та юратмасть-çке вăл. Ахальлĕн пулсан-и! Валерий çинчен пĕр-пĕр журналист тахçанах кăсăклă материал çырса вулакана унпа çывăхрах паллаштармаллаччĕ. Халĕ вара епле çавăрма май килчĕ-ха Раштав кăмăлне? Сăлтавĕ пуррипе.

17 Нарăс, 2015

90 çула çитиччен туя тытса курман

Красноармейски районĕнчи Васнар ялĕнче пурăнакан Валентина Егоровна Новоселова нумаях пулмасть 100 çул тултарнине паллă турĕ.

100 çулти кинемей патне хăнана пĕрле кайма районти библиотека тытăмĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă Любовь Яковлевна Волковăна та чĕнтĕм. Иккĕн кăмăллăрах тенипе мар. Вăл хисеплĕ Валентина Егоровнăн яланхи кĕтнĕ хăни – ун патĕнче час-часах пулкалать: ватă çынна мĕн те пулин туса пулăшать, ăшă сăмахпа йăпатса хăварать, кинеми вуланă кĕнекене е хаçат-журналта çырнине сÿтсе яваççĕ...

6 Нарăс, 2015

Хурăн йĕке нумайччен çаврăнать Мĕншĕн?

- Йывăçăн чунĕ пурах тетĕп. Атту çын кăмăлне ăçтан систĕр-ха вăл? Юмана пырса ыталасан вăй кĕрсе каять. Çăка çынна лăпкăлăх кÿрет. Лаштра йăмра вара чуна лăплантарать. Ăвăспа тирек айĕнче ним çукран ăш вăркама пуçлать. Эпĕ йăмраран тĕлĕнсе пĕтерейместĕп.