хăрушсăрлăх
Хăрушсăрлăха уяманни инкек кÿрет
Чăваш Ен Министрсен Кабинечĕн кашни ларăвĕнче тенĕ пекех вăл е ку министерствăн е ведомствăн иртнĕ çулхи ĕçĕ çинчен отчет итлесси йăлана кĕнĕ. Ку хутĕнче Хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсен тата техникăн ытти тĕсĕн юсавлăхне сăнаса тăракан патшалăх инспекцийĕн черечĕ çитрĕ. Унăн ертÿçи Сергей Вязовский пĕлтернĕ тăрăх, 2018 çулта республикăра инспекци сăнаса тăракан техника шучĕ 24 187 единицăпа танлашнă. Кăçал — кăшт ытларах.
Сыхлăх пирки манмалла мар

Паян Правительство çуртĕнче республикăри Чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата сирсе ярас, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссийĕн ларăвĕ иртрĕ. Ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пычĕ.
Правительствăра: пĕчĕк шалу хăрушсăрлăха та хавшатать
Министрсен Кабинечĕн ларăвĕсенче вăл е ку министерство хăйĕн иртнĕ çулхи ĕçĕ çинчен отчет тăвать. Ку хутĕнче Граждан оборони тата чрезвычайлă лару-тăру министерствин черет çитрĕ — юнкун Вениамин Петров министр доклад турĕ.












