Ишлĕ ялĕ

24 Авăн, 2016

Пĕчченлĕхпе тунсăха сирсе…

Илемлĕ тăрăхра вырнаçнă Патăрьел районĕнчи Ишлĕ ялĕ. Икĕ айккипе те — вĕçĕ-хĕррисĕр вăрман. Тÿпенелле кармашакан ĕмĕрхи хырсен ытамĕнче хÿтлĕх тупнăн туйăнать Ишлĕ.