Кайăксем

30 Пуш, 2017

Уйăпсем сахалланман

Çынсем таврана сăнама пăрахнă çеç

Çуркуннен иккĕмĕш уйăхĕн пуçламăшĕнче кулăш кунне çеç мар, Пĕтĕм тĕнчери кайăксен кунне те паллă тăваççĕ. Шупашкар районĕнчи Çĕньялта пурăнакан Александр Яковлев орнитологăн пурнăçĕнче вĕçенкайăксем пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ. Вăл вĕсен 450 ытла тĕсне хăйĕн куçĕпе курнă, 250-шне Чăваш Енре асăрханă. Халĕ Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче аслă методистра тăрăшаканскер хăй вăхăтĕнче «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕнче те, «Сăрçи» патшалăх заповедникĕнче те ĕçленĕ. Кайăк-кĕшĕке сасăранах уйăракан Александрпа уяв умĕн тĕл пулса калаçма тÿр килчĕ.

26 Кăрлач, 2017

Пилеш кайăкĕ

Пилеш кайăкĕ тĕнчипех анлă сарăлнă. Унăн 60 яхăн тĕсне палăртаççĕ. Хăшĕсем пысăкрах кĕлеткеллĕ, хăшĕсем пĕчĕк. Вĕсене пилеш кайăкĕ йышĕнчисем тесе палăртаççĕ.

Пилеш кайăкĕ шăнкăрч хыççă­нах вĕçсе килет. Кайăка асăрхиччен сассине илтетĕн, унтан сасă тăрăх юрăçа шыратăн.

Кĕркунне пилеш кайăкĕ хăвăрт вĕçсе каймасть, тăранса пурăнмалли çителĕклĕ, пилеш ăнса пулсассăн, вăл раштав уйăхĕсенелле çеç пĕчĕккĕн кăнтăр еннелле куçса пырать.

30 Утă, 2015

Çунатлă туссенчен сыхланма

Кайăксем - пирĕн туссем . Вĕсем пахчари сиенлĕ хурт-кăпшанка хирĕç кĕрешме пулăшаççĕ. Анчах çырла пиçсе çитме пуçласан çунатлă туссем савăнсах ун çине куçаççĕ, йывăç-тĕме самантрах çаратса хăвараççĕ. Ирга, çĕр çырли, хурлăхан... - пĕрне те тиркемеççĕ. Мĕнле сыхланмалла вĕсенчен?

Çырла йăранне çиелтен пластик-рабицăпа кармалла. Ун витĕр çутă аван ÿкет, сывлăш кĕнипе çырла çĕрмест. Шăнкăрч çутă япаласене килĕштермест. Унран ÿкекен çутă пайăркинчен уйрăмах хăрать. Çырла йывăççи çине кивĕ диск, гирлянда, фольга çакмалла. Кайăк-кĕшĕк вĕсен çывăхне те пымĕ.

24 Ака, 2015

Сайра тĕл пулакан кайăк

Чăваш Енре аистсем тĕл пулаççĕ-и?

И.МАКАРОВА. Елчĕк районĕ.

Шурă аист - 4 килограма яхăн таякан пысăк кайăк. Чылай чухне ялсенче çурт тăррисенче, пысăк йывăçсемпе шыв башнисем çинче йăва çавăрать. Уй-хирте, çарансенче, шурлăхра, пĕве хĕррисенче хурт-кăпшанкăпа, ăмансемпе тăранса пурăнать. Юлашки çулсенче шурă аиста Йĕпреç, Çĕмĕрле, Вăрнар, Пăрачкав, Улатăр районĕсенче асăрханă. Питĕ сайра тĕл пулакан кайăк шутланать.

22 Пуш, 2014

Кайăксем пирки

Чăваш Енри кайăксемпе туллин паллаштаракан кĕнеке пур-и? Хамăр тăрăхри çунатлă туссем пирки питĕ пĕлес килет. Анчах кăмăла тивĕçтерекен материал тупаймастăп.

С.АНИСИМОВ.

Элĕк районĕ.

Нумаях пулмасть "Чăваш Республикинчи кайăксем. 1 том" монографи кун çути курчĕ. Шел те, кĕнеке хальхи вăхăтра çак темăна çутатакан пĕрремĕш тата пĕртен пĕр ăслăлăх кăларăмĕ шутланать.